10:25 18 декабря 2013 г.
Виçĕм кун Раççей сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова ертсе пынипе халăха 2014 тата 2015, 2016 çулсенчи тапхăрта тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ парас, патшалăх гарантийĕн программине йĕркелес, çавăн пекех халăха диспансеризаци витĕр кăларас ыйтусемпе видеоконференци иртнĕ.
Кашни çыннăн ăçта пурăннине пăхмасăр медицина пулăшăвне туллин илмелле, диагностика тивĕçтерĕвĕсен тата госпитализаци черечĕсем халăхшăн уçă пулмалла, тенĕ министр программăн тĕп тĕллевĕсене палăртса.
Аса илтерме, сывлăх сыхлавĕн 2020 çулчченхи тапхăра йышăннă аталану Программинче профилактика ĕçĕсене пысăк вырăн уйăрнă. Унăн тĕп инструменчĕ – диспансеризаци.
Раççей сывлăх сыхлавĕн министерствин даннăйĕсемпе, Чăваш ен диспансеризаци енĕпе кăçалхи плана пурнăçланă. Пирĕн республикăра ачасем вилессин тата чĕре-тымар чирĕсенчен вилессин шайĕ чи пĕчĕкки.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии