11:54 16 декабря 2013 г.
Вăрнар райповĕ пирки юлашки вăхăтра темле сас-хура та çÿрерĕ. Вуçех ĕçлеме пăрахать тесе калаçакансем те пулчĕç, теприсем калининăсемпе пĕрлешет терĕç... Халĕ лару-тăру уçăмланнă – Вăрнар райповĕ малашне чăнах та хăй тĕллĕн ĕçлеме чарăнса Калинино райповĕн тытăмне кĕрет мĕн.
Унчченхи уйăх вĕçĕнче икĕ райпон уполномоченнăйĕсен пĕрлехи пухăвĕ иртрĕ. Унта Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов тата правленийĕн председателĕ Людмила Абрамова хутшăнчĕç. Шăпах çак пухура историе яланлăхах кĕрсе юлакан йышăну турĕç – хамăр районти икĕ райпона пĕррене пĕрлештересси пирки калаçса татăлчĕç. Çĕнĕрен çуралнă пĕрлĕх малашне Калинино райповĕ ятлă пулĕ, Вăрнарти потребительсен обществин мĕн пур пурлăх прависен тата обязательствисен еткерçи шутланать. Пуху Вăрнар райпо канашĕн председателĕ Вероника Виссарова хăйне должноçрен хăтарма ыйтнине туллин тивĕçтернĕ. Пĕтĕм улшăнусемпе çĕнĕлĕхсене патшалăх реестрне кĕртме 1–2 уйăх енне иртме пултарать.
Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов лару-тăрăва çапла ăнлантарчĕ: «Чи малтанах сирĕн тăрăхра Вăрнарти потребительсен обществине пуçарса янă, унăн тытăмĕнчен Калининăри хозрасчет участокне (каярахпа – Калинино райповĕ) уйăрса кăларнă. Паянхи кун, рынок экономикине куçнă тата глобализаци процесĕсем вăй илнĕ май, ĕç-хĕл калăпăшĕ тата суту-илÿпе производстви пысăкрах предприятисемпе потребительсен обществисем хăйсене аванрах туяççĕ. Çавăнпа та, районта потребительсен кооперацине ÿсĕмлĕрех ĕçлеме май туса пама, икĕ райпона пĕрлештерес ыйту тухса тăчĕ. Кунашкал тĕслĕхсем республикăра унччен те пулнă».
Валерий Павлов председатель сăмахĕсем тăрăх, юлашки вăхăтра Вăрнар райповĕ пысăк конкурентлăхра йывăрлăхсем тÿснĕ. Мĕншĕн тесен поселокра суту-илÿ организацийĕсем, федераллă суту-илÿ сечĕсен представительствисем нумай. Вăрнарти кооператорсен кăтартăвĕсене тишкернĕ май, вĕсене ÿсĕмлĕрех тимлекен Калинино райповĕн тытăмне кĕртес ыйту çуралнă. Чăвашпотребсоюзăн сĕнĕвĕпе пайçăсем те килĕшнĕ.
Çĕнĕ пĕрлĕхе Калинино райпо канашĕн председателĕ Венера Николаева ертсе пырать, ревизи тата мандат комиссийĕсене йĕркеленĕ. «Ку пĕлтерĕшлĕ йышăну районта халăха тивĕçтерÿсем парассине лайăхлатма пулăшасса шанатпăр», – пĕлтерчĕ В.Павлов председатель.
Л.ИВАНОВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии