11:52 16 декабря 2013 г.
Республикăри вăрман хуçалăхĕсенче лăсăллă йывăçсене сĕмсĕррĕн касассине асăрхаттарассипе ĕçлеме тытăннă. Декабрĕн 1-мĕшĕнчен вăрман ĕçченĕсем йĕрке хуралĕн органĕсен сотрудникĕсемпе пĕрле лăсăллă çамрăк йывăçсене талăкĕпех сыхлама пуçланă. Çĕнĕ çул уявĕ умĕн чăрăшсемпе хырсене хÿтĕлесси – чи çивĕч ыйту.
Вăрмансене пăхса тăракансем халăх хушшинче те калаçусем ирттереççĕ: çурт-хваттерсене илемлетме чăрăшсене ăçта туянма май пуррине ăнлантараççĕ. Чăваш ен çут çанталăк министерстви ирттернĕ аукциона хутшăнса ирĕк илнĕ çынсем кăна йывăçсене хатĕрлесе сутма пултараççĕ.
Министерство асăрхаттарать: чăрăшсемпе хырсене саккунсăр майпа каснăшăн административлă тата уголовлă ĕçсем пуçараççĕ. Штраф виçисем те пĕчĕк мар: каснă е амантнă пĕр йывăçшăн çынсен 3–3,5 пин тенкĕ, должноçри çынсен 20–30 пин тенкĕ, учреждени-организацисен 50–100 пин тенкĕ тÿлеме тивĕ. Йĕркене пăсакансен административлă штрафсăр пуçне вăрман хуçалăхне кÿнĕ тăкака та саплаштармалла.
Енчен те чăрăша касса кÿнĕ тăкак 5 пин тенкĕрен иртсен, уявсенче савăнас вырăнне суд тенкелĕ çине лармалла та килсе тухма пултарать.
Хамăр инф.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии