11:18 16 декабря 2013 г.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ытлари кун Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче тухса каланă.
Малтанах вăл çак кун республикăн экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ çинчен Указа алă пуснине, министра Владимир Александрович Аврелькина çирĕплетнине каланă. Вăл 35 çулта, чи çамрăк министр. Техника наукисен докторĕ. РФ Правительствин наука тата техника облаçĕнчи премийĕн лауреачĕ.
Перспективлă çамрăксене малашне те çул памаллине каланă республика Пуçлăхĕ, вĕсем хăйсене ĕç рынокĕнче кирлĕ пулнине туйччăр, тенĕ.
«Газпром» акционерсен обществин регионсене газификацилес план-графикне кăçал республикăри – Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче – тăватă объект кĕртнине, вĕсене кăвак çулăмпа тивĕçтерме 270 миллион тенкĕ уйăрнине пĕлтернĕ М.Игнатьев. Пулăшу çитес çул та ку суммăран пĕчĕкрех пулмĕ. Хальлĕхе çĕрпе усă курас право докуменчĕсене хатĕрлес ыйтусем кăна юлнă. Объектсем хуласенчи пысăк тата вăтам пусăмлă газопроводсене çĕнетме май парĕç. Ку хула строительствишĕн те паха пулĕ.
Унччен кунашкал объектсене республика тата муниципалитет шучĕпе тунă, халĕ пĕтĕм укçана «Газпром» хывать. Пирĕн кирлĕ документацие кăна хатĕрлемелле, тенĕ республика Пуçлăхĕ. «Çав вăхăтрах газшăн парăмсем пысăк. Пирĕн задача – потребительсене тивĕçтерÿсемшĕн тÿлеме хăнăхтарасси. Эпир çав тери пуян мар, пирĕн 1 миллиард ытла тенкĕне явăçтарма тăрăшмаллах», – тенĕ М.Игнатьев должноçри çынсене ĕçе пурнăçа кĕртме майсем шырама хушса.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии