10:24 11 декабря 2013 г.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Пĕтĕм тĕнчери ятарлă 16-мĕш «Раççей электричество сечĕсем–2013» курава хутшăнакан предприятисен павильонне çитсе курнă. Çак курав Мускавра «Пĕтĕм тĕнчери МосЭкспо курав центрĕ» ВВЦ территорийĕнче иртет.
Кунта «ЭКРА» НПП», «ИЗВА», «Бреслер» ИЦ», «Бреслер» НПП», «Электроаппарат», «Электрощит» ОООсем, «ВНИИР», «Электроавтомат» АУОсем, «Шупашкарти электромеханика завочĕ», «ЧЭАЗ» АХОсем, «Каскад» НПО тата ыттисем хăйсен экспозицийĕсене тăратнă. Курав ĕçлеме пуçланă кунранах Чăваш енри предприятисем чылай коммерци сĕнĕвĕ пухма ĕлкĕрнĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май республика Пуçлăхĕ Чăваш енĕн электротехника кластерĕн предприятийĕсен продукцийĕ чикĕ леш енчи аналогсемпе ăнăçлă тупăшни çинчен каланă, вăл пахалăх енĕпе ют çĕршывсен продукцийĕнчен кая мар, тепĕр чух ирттерет те, çав вăхăтрах хакĕпе чылай йÿнĕрех. «Паян Шупашкар – чăннипех реле хÿтлĕхĕн производствин центрĕ», – тенĕ Михаил Игнатьев.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии