14:38 29 ноября 2013 г.
Раççейре шыв-шурпа усă курнă чух правилăсене пăснăшăн тата атмосферăна сиен кÿнĕшĕн хуракан штрафсен виçисем ÿснĕ. Ку тĕлĕшпе улшăнусене РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексне кĕртнĕ.
Кăçалхи июлĕн 2-мĕшĕнче йышăннă улшăнусемпе килĕшÿллĕн, пĕвене таса мар шывсене кăларнăшăн должноçри çынсене 10 – 20 пин тенкĕ, уйрăм предпринимательсене – 20–30 пин тенкĕ (улшăнусем кĕртиччен 1,5 – 2 пин тенкĕ пулнă), организаци-учрежденисене – 80–100 пин тенкĕ (унччен 10 – 20 пин тенкĕ) тÿлеттереççĕ. Сиенлĕ япаласене атмосферăна кăларнăшăн тата ăна сиен кÿнĕшĕн должноçри çынсене 40–50 пин тенкĕ, предпринимательсене – 30–50 пин тенкĕ, организаци-учрежденисене 180–250 пин тенкĕ штраф кĕтет.
Енчен те ятарлă лицензие (ирĕке) пăсса сывлăша сиенленĕ-тĕк, штраф виçи должноçри çынсемшĕн – 10–20 пин тенкĕ, уйрăм предпринимательсемшĕн – 30–50 пин тенкĕ, организаци-предприятисемшĕн – 80–100 пин тенкĕ.
Ку сферăри саккунсене пăхăннине район прокуратури пĕрмаях асăрхавра тытать. Сăмахран, ноябрьте ЧР Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин представителĕсемпе пĕрле Вăрнарти типĕтнĕ сĕт заводĕнче тĕрĕслев ирттернĕ, сывлăш сыхлавĕ енĕпе çитменлĕхсем тупса палăртнă. Тулли мар яваплă общество тавралăха сиен кÿнĕшĕн палăртнă тÿлеве кăçалхи 1-мĕш тата 2-мĕш кварталшăн вăхăта ирттерсе куçарнă, 3-мĕш кварталшăн тÿлеве тĕрĕслев тĕлне пачах хывман.
Кунсăр пуçне завод, федераллă саккунта çырнине пăсса, атмосферăна сиенлĕ (варалакан) япаласене кăларма ирĕк илмесĕрех хăйĕн ĕç-хĕлне пурнăçлать.
Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх район прокуратури Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕн директорĕ ячĕпе çитменлĕхсене пĕтерме хушса представлени тăратнă. Çавăн пекех заводăн тĕп механикĕ тĕлĕшпе административлă ĕçсем пуçарнă, вĕсене ЧР Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствине пăхса тухма ярса панă.
Ю.КАЗАКОВ,
Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ
2-мĕш класлă юрист.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии