Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăхăр уйăхри кăтартусем

14:13 29 ноября 2013 г.

Оперативлă даннăйсем тăрăх, октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджечĕ тупăшсен пайĕпе 26312,7 млн тенкĕлĕх (çулталăкри планăн 74,9 проценчĕ) пурнăçланнă. Иртнĕ çулхи ку тапхăртинчен 5,3 процент ытларах. Харпăр-хăй тупăшĕн калăпăшĕ 14573,4 млн тенкĕпе танлашнă (8 процент ытларах).

Налукран пырса кĕнĕ тупăш 13817,7 млн тенкĕ, пĕлтĕрхи ку тапхăрти шайран 7,2 % пысăкрах, вăл шутран 4195,4 млн тенки (7,8%) – уйрăм çынсем çине хунă налук, Раççейре туса кăларнă таварсен акцизĕсенчен 2582,5 млн тенкĕ (4,4%) пырса кĕнĕ. Организацисен тупăшĕнчен хывнă налук 3822,5 млн тенкĕпе танлашнă (-0,3%).

Тавăрса памалла мар килнĕ сумма 11739,3 млн тенкĕпе танлашать (2,2% ытларах), вăл шутран 5438,4 млн тенки (30,3%) – бюджет тивĕçтерĕвне танлаштарма уйăрнă дотаци.

2013 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджечĕн расхучĕсем 24174,9 млн тенкĕпе е çулталăкри планăн 61,5 проценчĕпе танлашнă. Ку укçаран 5446,8 млн тенки – социаллă политика, 6278,7 млн тенки – вĕрентÿ, 4652,6 млн тенки – сывлăх сыхлавĕ, 4189,6 млн тенки наци экономика аталанăвне кайнă.

Республика бюджечĕ тăхăр уйăхра 2137,8 млн тенкĕлĕх профицитпа пурнăçланнă.

Чăваш Республикин патшалăх умĕнчи парăмĕ (10208,6 млн тенкĕ) çулталăк пуçланнăранпа 2675,8 млн тенкĕ чакнă, октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 7532,8 млн тенкĕпе танлашнă.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика