13:59 29 ноября 2013 г.
«Парламентская газета» пресс-центрĕнче Раççей Патшалăх Думин вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн заместителĕпе Алена Аршиновапа интервью иртнĕ. Унта калаçу шкул çулĕчченхи вĕренÿ пирки пынă.
«Раççейре шкул çулĕчченхи вĕренĕве йĕркеленĕренпе 150 çула яхăн. Халĕ вăл пуçласа пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн пуçламăш шайĕ пулса тăчĕ», – палăртнă депутат. Ун сăмахĕсемпе, РФ юстици министерстви çирĕплетнĕ Федераллă вĕрентÿ сатандартне хатĕрленĕ. Халĕ Раççей вĕрентÿ министерствинче регионсене тухса çĕнĕ принципсемпе улшăнусене ăнлантаракан ушкăнсем йĕркелемелле. Малашне ача садне çÿреме кĕçĕннисен нимĕнле тест та, экзамен та пама кирлĕ пулмĕ.
А.Аршинова Раççейре ку ыйту пысăк тимлĕхре пулнине каланă. Çавăн пекех вăл Совет Союзĕ вăхăтĕнче те ача сачĕсене черет пулнине палăртнă. «Анчах та эпир паян унта кашниех çÿреме пултарассишĕн тăрăшатпăр», – тенĕ вăл.
Вăл çĕнĕ ача сачĕсем тăвассине чăрмантаракан факторсене те палăртнă. Сăмахран, таса мар чунлă подрядчиксем. Шупашкарта ав кунашкалли хăй тивĕçне пурнăçламанни пирки суд пырать.
Ку, паллах, амăшĕсемшĕн йывăрлăх пулмалла мар. «Вĕсен, уйрăмах пĕччен амăшĕсен, ĕçлеме тивет. Вĕсемшĕн ача сачĕ юнашартарах пулни аван. Ку енĕпе эпир ĕç тăвакан влаçа тĕрĕслесех тăрасси пирки шантарса калатăп»,– тенĕ А.Аршинова.
Çавăн пекех вăл воспитательсен шалăвне ÿстересси, ачисене хăй тĕллĕн воспитани паракан амăшĕсем специализациленĕ ведомствăсенче тÿлевсĕр консультаци илме тивĕççи пирки те сăмах хускатнă. Анчах та кунашкаллисене ĕç укçи тÿлесси пирки калаçу пыман. Çапах та çăмăллăхсем пур, аса илтернĕ парламентарий. Çитменнине, халĕ пенси реформине йышăнаççĕ.
«Çĕршывра уйрăм çынсем ача сачĕсем уçассине, вĕсем тупăш илессишĕн мар, ача всопитанийĕшĕн ĕçлессине шанас килет. Вĕсене пĕрлешсе ĕçлеме чĕнмелле. Ача сачĕсен рейтингне те йĕркелемелле, воспитательсем хушшинче те территори тирпейлĕхĕпе е ачасене вĕрентессипе тупăшаслăх пултăр», – тенĕ вăл.
Депутат 2013 çулта шкул çулĕчченхи вĕренĕве аталантарма 59 миллиард тенкĕ уйăрнине пĕлтернĕ. Анчах та регионсем хальлĕхе уйрăм çынсен ача сачĕсене хирĕçрех. 2014 çултанпа çĕршывĕпех электронлă черет ĕçлеме пуçлĕ. «Енчен те регионсенчи влаçсем сире валли ача сачĕсенче вырăн туса параймаççĕ-тĕк, ăна вĕсен хăйсен шучĕпе уйрăм çынсен ача сачĕсенче тивĕçтермелле пулĕ»,– ăнлантарнă А.Аршинова.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии