Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кăмака юсавлă пулмалла

09:29 27 ноября 2013 г.

Çанталăк сивĕтме тытăнсанах эпир электротехника приборĕсемпе тата ăшă паракан устройствăсемпе усă курма тытăнатпăр. Çавăнпах ĕнтĕ çак вăхăтра кăмакасен е тĕтĕм çулĕсен юсавсăрлăхне, тĕрĕс мар ĕçлеттернине пула тухнă пушарсен шучĕ ÿсет. Районта ку сăлтавпа çичĕ пушар алхаснă. Енчен те хăрушсăрлăх правилисене уянă пулсан вĕсем пирки паян калаçма та тивместчĕ.

Çуртри е мунчари кăмакасем яланах юсавсăр тата хăрушсăр пулмалла. Асра тытмалла: çулăм кăмакасемпе тăрпасенчи çурăк-шăтăксенчен тухса тивсе илес хăрушлăх пур. Вĕсене тăтăшах тĕрĕслĕр, шăтăк-çурăксене вăхăтра юсаса çĕнетĕр. Хăрăма тасатмалла, кăмакана шуратса йĕркене кĕртмелле – çакă хушăксене тата çурăлнă йĕрсене çийĕнчех курма-асăрхама май парать.

Хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнăр:

– кăмака умне тимĕр листи çапмалла;

– кăмакасене хăвăрт хыпса илекен шĕвексемпе чĕртме, вĕсене çывăха лартма юрамасть;

– кăмакасене уçса хăварса аякка ан пăрăнăр;

– кĕлпе хăрăма шывпа сапса сÿнтермелле, хăрушсăр вырăна тăкмалла;

– кăмака çинче нÿрĕ япаласене е вут пуленкисене типĕтме, сĕтел-пукана çывăха лартма юрамасть;

– кăмакасен тĕтĕм çулĕсене вăхăтра тĕрĕслесе тасатса тăмалла;

– стенасене тата ытти конструкцие кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсенчен çунман материалсемпе уйăрмалла.

Пушар чухне чи хăрушши – çухалса кайни. Вĕчĕрхенсе çын вăхăта ахалех çухатать. Çавăнпа кашни çыннăн инкек вăхăтĕнче мĕн тумаллине лайăх пĕлмелле.

Çулăм сарăлма тытăнсанах хăвăртрах «01» («112») телефонпа шăнкăравласа пулăшу чĕнмелле, ăçта мĕн çуннине тĕрĕс пĕлтермелле. Енчен те телефон патне çитме май çук-тăк е пÿлĕмрен тухаймастăр пулсан, чÿречерен кăшкăрса пулăшу чĕнме тăрăшăр. Ан манăр: пушара асăрхаттарма çăмăлрах.

И.МАКСИМОВА,

Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн инженерĕ.

А.ПЕТРОВ,

асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн

районти уйрăмĕн инспекторĕ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика