09:21 27 ноября 2013 г.
«Синкер çулсенче: репрессиленĕ чăваш писателĕсем, журналисчĕсем тата ученăйĕсем» – çакăн пек ятпа Чăваш кĕнеке издательствинче çĕнĕ кĕнеке кун çути курнă. Издани – ХХ ĕмĕрĕн 30–40-мĕш çулĕсенче тата 50-мĕш çулсен пуçламăшĕнче политика репрессийĕсенчен шар курнă чăваш писателĕсем, журналисчĕсемпе ученăйĕсем çинчен пĕлтерекен очерксемпе документсен пуххи.
Кĕнекене архивпа музей докуменчĕсене, ăслăлăх конференцийĕсемпе вулавсен материалĕсене, кĕнекесенчи сыпăксене, тĕрлĕ çулта хаçат-журналсенче пичетленнĕ статьясене, шар курнисен хăйсен тата тăванĕ-ĕçтешĕсен аса илĕвĕсене, хальхи журналистсемпе ученăйсен тĕпчевĕсене тĕпе хурса хатĕрленĕ.
«Çынсене паянхи кунпа кăна хаклани – тĕрĕс мар. Çĕршыв историйĕнче, çав шутра хăрушсăрлăх органĕсен историйĕнче те, чăн тăшмансене çĕнтерсе çырăннă паттăрла страницăсем те пулнă, пур та. Пирĕн умра репрессисене лекнисен тăванĕсен чĕрисенче ырату çуратас е мĕнпур чекистсен, хăрушсăрлăхпа йĕркелĕх органĕсен ячĕсене хуратас шухăш-тĕллев çук», – çырать автор кĕнекен ум сăмахĕнче.
Кĕнекене пирĕн районтан тухнă паллă çынсем те кĕнĕ.
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен тата Хусанти тĕн академийĕнчен вĕренсе тухнă этнограф, таврапĕлÿçĕ, Чăваш краеведени музейĕн тата ăслăлăх институчĕн директорĕ Михаил Петрович Петров-Тинехпи Мăн Элмен ялĕнче çуралнă. «Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ тата Иван Яковлевич Яковлев çинчен» ятлă монографи авторĕ. Атăлçи Пăлхар историне илемлетсе çырнăшăн, таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕнче тăнăшăн 1937 çулта айăпланă. 1938 çулта вăл Çĕрпÿ тĕрминче вилнĕ.
Платон Захарович Львов (Лява Платунĕ) – кĕнеке издательствин директорĕ, ЧăвашРОСТА (халĕ – Итар-ТАСС) туса хуракан, пĕтĕмпе 16 должноçри ĕçсене туса пынă журналист – Хăмăшран. Улатăр тĕрмине мăшăрне арестлесе тытса пыриччен темиçе сехет маларах вилсе кайнă.
Спиридон Павлович Толмасов-Шăпчăк пĕрремĕш тĕнче вăрçинче те, граждан вăрçинче те пулнă. Çĕрпелте çуралнă, Ленинградри журналистика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Хĕрлĕ Чутай районĕнче хаçатра ĕçленĕ вăхăтра ăна район пуçлăхĕсемпе, çав шутра халăх юратнă Свешниковпа пĕрле, айăпсăр айăпланă. Кĕнекере журналистăн Мария хĕрĕ партин Ленинград обкомĕн секретарĕ Жданов патне янă çырăвĕ пичетленнĕ.
Хăй вăхăтĕнче Вăрнар парти райкомĕн секретарĕ пулнă Василий Краснов-Асли, Пăртасра ĕçленĕ Николай Золотов-Ют, районти шкулсенче тăрăшнă Митта Ваçлейĕ сăвăç, Мăн Явăш тăрăхĕнче пĕрремĕш юратăвне тĕл пулнă Гурий Комиссаров-Вантер философ тата поэт... Пĕтĕмпе 38 çын шăпи.
Кĕнеке Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн кун çути курнă. Авторĕ – Хăмăш ывăлĕ Валерий Павлович Кошкин. Тен, çавăнпах та пулĕ кĕнекене чи малтан хамăр районти Хăмăшри культура çуртĕнче ноябрĕн 30-мĕшĕнче, шăмат кун, 11 сехетре, халăха кăтартаççĕ. Районти культура ĕçченĕсемпе библиотекарьсене, педагогсемпе аслă классенче вĕренекен шкул ачисене, историпе литературăна кăмăллакансене кĕнеке издательствинче ĕçлекенсемпе писательсем, Шупашкарти ентешсемпе вырăнти артистсем кĕнеке уявне пырса курма чĕнеççĕ.
Автор çинчен:
Валерий Павлович Кошкин 1952 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Хăмăш ялĕнче çуралнă. ЧПУ-н историпе филологи факультетĕнчен (1974) вĕренсе тухнă, СССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи КГБ Аслă курсĕсене (1976) пĕтернĕ. 1977 çултанпа Раççей журналистсен Союзĕн членĕ. «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцийĕнче корреспондентра, яваплă секретарь заместителĕнче (1974 – 1975), ЧР культурăпа национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствинче тĕп специалист-экспертра (2002 – 2012) ĕçленĕ. Раççей Хăрушсăрлăх федераллă службин органĕсенче (1975 – 2002) службăра тăнă, запасри полковник.
«Чекисты Чувашии» (1987, Антип Николаевпа пĕрле), «Для нас война продолжалась» (1990), «80 лет Управлению ФСБ РФ по Чувашской Республике» (1997, П.Сымкинпа пĕрле) кĕнекесен авторĕ тата пухаканĕ. Сăвăсем хайлать, произведенисене вырăсларан чăвашла куçарассипе тимлет, республикăри хаçат-журналта пичетленет.
Наградисем: правительство тата ведомство шайĕнчи 12 медаль, «Контрразведкăри службăшăн» III степень паллă, ЧР Хисеп грамоти (1998), Чăваш ен Культура министерствин Хисеп грамоти (2012) тата ыттисем.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии