09:14 27 ноября 2013 г.
Иртнĕ эрнере Пенси фончĕн куçса çÿрекен служби хамăр районти Ярмушка, Мăн Турхан, Кĕçĕн Кипек ял поселенийĕсенче пулнă. Специалистсем 27 çынна йышăнса консультаци панă – тĕпрен илсен, пенси виçине шутлас ыйтусемпе, пенсин пухăнса пыракан пайне тÿлесси тата амăшĕн капиталĕпе усă курасси пирки, ватăсене пăхнăшăн тивекен тÿлев енĕпе тата ыттипе.
Куçса çÿрекен служба хăçан ăçта йышăнассине вырăнти администрацисен сайчĕсенчи информацисем, почтăри тата лавккасем умĕнчи пĕлтерÿсем тăрăх пĕлме пулать. Пенси фончĕн районти управленине «вĕри лини» телефонĕпе маларах шăнкăравласа инвалидсем, ватă çынсем, пĕчĕк ачаллă амăшĕсем патне киле пыма заявка хăварма юрать.
Çулталăк пуçланнăранпа ку служба хамăр районти 56 яла çитнĕ, 100 ытла çынна тĕрлĕ тивĕçтерÿсем панă тата ыйтусене хуравланă.
Куçса çÿрекен служба, тĕпрен илсен, ĕç пÿлĕмĕсенчен нимпе те уйрăлса тăмасть – çынсене йышăнмалли пÿлĕмсене ноутбуксемпе, документсене пичетлемелли тата кописем кăлармалли, информаци базисемпе çыхăнмалли тата ытти хатĕрпе тивĕçтернĕ.
И.ЯКОВЛЕВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии