09:06 27 ноября 2013 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов ирттернĕ черетлĕ планеркăра хресчен (фермер) хуçалăхĕсене аталантарасси тата çул-йĕр строительстви пирки калаçнă.
Иртнĕ çултанпа республикăра пуçлакан фермерсене тата çемье фермисене йĕркелекенсене патшалăх енчен пулăшакан программăсем ĕçлеме тытăннă. 2012 çулта çакнашкал пулăшăва районти тăватă, кăçал виçĕ фермер тивĕçнĕ.
Программа условийĕсемпе фермерăн суйласа илнĕ çул-йĕрпе пилĕк çултан кая мар ĕçлемелле. Укçа-тенкĕ хавхалантарăвĕн ырă енĕсем куçкĕретех: Пăртасра акă Лукинсем мăйракаллă шултра выльăх валли (54 пуç тытмалăх) ферма çĕклеççĕ. Ершепуçĕнчи Алексей Фадеев ăратлă 10 çамрăк ĕне туяннă. Уйкас Кипекри Виталий Яковлевăн çемье ферми ÿссе пырать. Иван Федоров хурт-хăмăр ĕçне аталантарать.
«Агро-Инновации» СКЦ ертÿçи Евгений Алексеев пĕлтернĕ тăрăх, пуçлакан фермерсем патшалăх пулăшăвне илме тăваттăн заявлени çырнă ĕнтĕ.
Вячеслав Горбунов Вăрманкасри ферма шăпипе кăсăкланнă. Ăна грантпа Çĕмĕрле район çынни Денис Харитонов туяннă, нумаях пулмасть фермăна урăх çынна сутса тăван районне пурăнма куçнă. Евгений Максимович çамрăк хăйĕн районĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçленине, çакă программăна хирĕçлеменнине палăртнă.
Программăна 2020 çулччен тăснине кура Вячеслав Горбунов ун çинчен ял çыннисене тĕплĕнрех каласа кăтартма сĕннĕ. Укçа-тенкĕ пулăшăвĕпе ытларах çын усă куртăр, тенĕ вăл.
Малалла калаçу çулсем çине куçнă. Строительство тата ЖКХ пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Владимир Иванов 2013 çул валли çул-йĕр ĕçĕсем валли 41,4 миллион тенкĕ уйăрнине пĕлтернĕ, çав шута çулсене тытса тăрасси те, юсасси те, çĕнĕрен сарасси те кĕрет.
Ку суммăран 11,7 миллион тенкине çулсене тытса тăма пăхнă. 5 миллион тенкĕлĕх Кайри Тукай, Шăхаль, Çавалкаспа Сăкăт, Юпшик Ялтăра тата Тăвальушкăнь Ялтăра, Хурăн Кăкшăм çулĕсем çинче юсав ĕçĕсем пурнăçланă, Кÿлхĕрри тата Мăн Турхан ялĕсенче автобус çаврăнмалли площадкăсем тунă.
10 миллион тенкĕлĕх поселенисен чиккисенче çулсене юсама, вĕсенчен 4 миллион тенкине çулсене юртан тасатма пăхнă.
Юпшик Ялтăрара ял пуçĕнчен магазин патне çити çул сарма тытăннă. Икĕ çуллăха пăхнă ĕçсен хакĕ 15 миллион тенкĕпе танлашать.
Çулсен ытларах пайне 80-мĕш çулсенче тунă, вĕсем тĕплĕ юсав ыйтаççĕ. 2014 çулта Вăрнар–Упи– Красноармейски çул çинче 3 километр юсав ирттермелле. Çавăн пекех Санарпуç ялĕ патне хăпаракан çула Çĕрпеле пăрăнакан вырăн таран çĕнетме палăртнă.
Вячеслав Горбунов хĕллехи вăхăтра çулсене тытса тăрассипе подрядчиксене палăртассине вăраха тăсса ямалла маррине асăрхаттарнă.
Сывлăх пирки те манман. Район тĕп больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков грипран виçĕ пин ачана тата çавăн чухлех аслисене прививка тунине пĕлтернĕ. Учрежденинче вируссене хирĕç, шыçăсенчен тата температурăна чакаракан препаратсем запасра пуррине каланă.
Л.ИВАНОВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии