Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăванĕсем тивĕçнĕ

10:17 25 ноября 2013 г.

Çулталăк пуçланнăранпа районта пенсин пухăнса пынă пайне хуçи вилнĕ пирки еткерçĕсене 100 пин тенкĕ ытла тÿленĕ. Ку укçана 90 енне çын илнĕ. Тÿлевĕн вăтам виçи 2 пин тенкĕпе танлашать, чи пысăк виçи – 18 пин тенкĕ. Çакнашкал тÿлевсене еткерçĕсене 2008 çултанпа парса тăма тытăннă.

Енчен те гражданин хăйне ĕç пенсийĕн пухăнакан пайне шутласа париччен пурнăçран уйрăлса кайнă-тăк, укçана унăн еткерçин илме право пур. Ку правăна гражданин хăйĕн маларах çырса хăварнă заявленинче кăтартнă çынсем тивĕçеççĕ. Çакăн евĕр заявленисене республикăра 74 çын (хамăр районта иккĕн) çырнă. Енчен те нимле заявлени те çук пулсан, саккунпа килĕшÿллĕн еткерçĕсем чи малтанах ачисем, мăшăрĕ, ашшĕ-амăшĕ шутланаççĕ. Иккĕмĕш черетпе – пиччĕшĕ-шăллĕсем, аппăшĕ-йăмăкĕсем, аслашшĕ-асламăшĕсем, кукашшĕ-кукамăшĕсем, мăнукĕсем.

Еткерçĕсене пенсин пухăнса пынă пайне Раççей Пенси фончĕ е патшалăхăн мар пенси фончĕ (ку пай ăçта йĕркеленнине кура) тÿлет. Заявление тăванĕ вилнĕ кунран ултă уйăх иртиччен çырмалла. Вăхăчĕ иртсе кайнă-тăк, укçана илмелли правăна суд урлă çирĕплетме тивет. Çапла майпа республикăра 475 еткерçĕ тăванĕн пенси пайне тивĕçнĕ, хамăр районта – 66 çын.

И.ЯКОВЛЕВА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика