09:52 25 ноября 2013 г.
Кăçалхи январь – октябрь уйăхĕсенче республикăра пулнă 1654 инкекре 195 çын пурнăçĕ татăлнă. Аманса суранланнисем вунă хут нумайрах – 2117-ĕн. Нумай çул инкексен тĕп сăлтавĕ çуран пыракансене таптани пулни сыхланса юлать.
Çак тапхăрта «Вурнарский» пай асăрхавра тытакан Вăрнар тата Элĕк районĕсенче те çуран пынă çынсем çул-йĕр правилисене пăснăран тăватă инкек çырăннă, пĕр çын вилнĕ тата улттăн аманнă.
Çакăн евĕр синкерсенче çурринче тенĕ пекех çул çине тухнă çынсен хăйсен айăпĕ те пур. Правилăсене темшĕн уясшăн мар: ăçта килнĕ унта çул урлă каçаççĕ, транспорт хатĕрĕсемпе çуртсем хыçĕнчен тăрук сиксе тухаççĕ т. ыт.те.
Çуран çÿрекенсем инкеке лекессине, административлă йĕркене пăснă тĕслĕхсене палăртас тĕллевпе ГИБДД сотрудникĕсем тăтăшах рейдсем ирттереççĕ.
С.ЗАЙЦЕВ,
«Вурнарский» пайăн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии