09:24 25 ноября 2013 г.
Виçĕм кун Иртеменкассинчи Михаил Архангел храмĕнче чиркÿ уявĕ иртнĕ. Çак кун православи тĕнне ĕненекенсем Михаил Архистратиг Соборĕн тата Ытти Ÿтсĕр Вăйсен кунне паллă тунă.
Асăннă чиркÿ – районти чи аслă чиркÿсенчен пĕри. Совет влаçĕ вăхăтĕнче Вăрнар тăрăхĕнче пĕр вăл кăна ĕçленĕ.
Тĕне ĕненекенсемшĕн кăçалхи уяв тата пĕлтерĕшлĕрех иртрĕ, Тĕн литургине çак кун Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава ирттерчĕ.
Служба хыççăн Варнава митрополит пухăннисене чунсенче ĕненĕве сыхласа пурăнма сунчĕ. Вăл çак чиркÿ нумай асап тÿснине, пушар хыççăн çĕнĕрен çĕкленнине каланă. «Çав çулсенче чиркÿсем тума йывăр пулнă, çавăнпа та сирĕн храм хитрех мар. Анчах та чи кирли ун хитрелĕхĕнче мар, эсир кунта ĕненÿпе килнинче», – терĕ вăл. Митрополит Иртеменкассинчи чиркÿ настоятельне Алексий аттене тав турĕ. Вăл районти чи çамрăк священник.
Чиркĕве килнисем пурте Михаил Архангел турăшĕллĕ пулчĕç.
Л.ИВАНОВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии