10:27 20 ноября 2013 г.
Педагогика виçевĕн федераллă институчĕн сайтĕнче (www.fipi.ru) ЕГЭ тата ГИА-9
заданийĕсен уçă банкне пичетлеме тытăннă. Унта ку экзаменсен мĕнпур предмечĕ
тĕлĕшпе ыйтусене тăратма тытăннă. Ĕçе çăмăллатас тĕллевпе заданисене темăсем
çине уйăрнă.
Банка тултарасси тапхăрпа пурнăçланса пырĕ. 2014 çулхи март вĕçĕ тĕлне
Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен 45 пин ытла заданине, вăл шутра пулас экзаменсен
версийĕсене те, пичетлĕç. 9-мĕш класс хыççăнхи патшалăхăн пĕтĕмлетÿллĕ
аттестацийĕн 50 пин ытла заданине çитес çулхи январь вĕçнелле сайта вырнаçтарма
палăртнă.
2014 çулта 9-мĕш классен патшалăхăн пĕтĕмлетÿллĕ аттестацин экзамен
варианчĕсене пĕтĕмпех уçă банк заданийĕсенчен пуçтарма палăртаççĕ. Кунсăр пуçне,
вариантсене кашни регион хăй тĕллĕн хатĕрлĕ. Рособрнадзор çакă Раççей
субъекчĕсен экзамен технологийĕсене туллин пăхăнас яваплăхне ÿстернине, вăл
шутра контрольлĕ шутлав материалĕсем Интернета лекессинчен сыхлассине те,
палăртать.
Рособрнадзор 9-мĕш тата 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансене, вĕсен
ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенсене экзаменсем умĕн Интернетра «чăн-чăн» заданисене
туянма сĕнекен сайт-мушенниксенчен сыхланмаллине асăрхаттарать. ЕГЭ тата ГИА-9
заданийĕсен уçă банкĕпе ирĕклĕн, тÿлевсĕрех усă курма пулать.
С.ЧИКМЯКОВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии