10:24 20 ноября 2013 г.
Паян Чăваш енре ачасене право пулăшăвĕ памалли пĕтĕм Раççейри кун иртет.
Çамрăк граждансем валли шкулсенче, ача çурчĕсенче тата ытти учрежденисенче
ачасен прависемпе ирĕкĕсене тата интересĕсене хÿтĕлес ыйтусемпе лекцисем,
семинарсемпе консультацисем пулĕç.
Çак куна ирттерессине «Раççей Федерацийĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси
çинчен» федераллă саккуна пурнăçа кĕртессипе тимлекен правительство комиссийĕ
йышăннă.
Чăваш ен Юстици министерствин даннăйĕсем тăрах, тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ
пама 283 адвоката явăçтарнă. Ку пулăшупа çемьере кашни çынна тивекен тупăш
пурăнмалли минимумран сахал граждансем; I тата II ушкăн инваличĕсем; вăрçă
ветеранĕсем; Совет Союзĕн Геройĕсем, Социализмла Ĕç Геройĕсем, Раççей Геройĕсем,
Раççей Ĕç Геройĕсем, ăс-тăн енчен чирлĕ граждансем; сусăр е тăлăх ачасем,
ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасем, ирĕкрен хăтарнă е профилактика
учрежденийĕсенче усракан ачасем усă курма пултараççĕ.
Хамăр инф.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии