Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сывлăха тавăрар

10:15 20 ноября 2013 г.

Эпир чĕлĕм эпидемийĕн тапхăрĕнче пурăнатпăр. Çак сиенлĕ йăларан пистерес
тĕллевпе 2010–2015 çулсем валли патшалăх политикин концепцине йышăннă. Çакăн
тата февральте йышăннă «табака хирĕçле саккун» пирки паян Республикăри
наркодиспансерăн йĕркелÿпе методика пайĕн психиатр-наркологĕпе Светлана
Иосифовна ИЛЬИНАПА калаçатпăр.

– Тĕрĕссипе, концепци Раççей Федерацийĕн Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав
организацийĕн чĕлĕм туртассипе кĕрешес енĕпе çирĕплетнĕ конвенцин тĕллевĕсене
палăртать. Çапла мар-и, Светлана Иосифовна?

– Çапла. 2008 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче Раççей табакпа кĕрешес саккуна пилĕк
çул хушшинче тĕнче стандарчĕсен шайне çитерес тивĕçе хăй çине илнĕ 157-мĕш
çĕршыв. 2013 çулта тĕнче сообществине йышăннă мерăсене пĕлтермелле – ку вăл
«табака хирĕçле саккун», 2015 çулта вара унăн малтанхи итогĕсене пĕтĕмлетмелле.

– Президент «табака хирĕçле саккуна» февральтех алă пуснă. Унăн положенийĕсем
тапхăрпа вăя кĕреççĕ. Вулакансене вĕсене аса илтерейместĕр-ши?

– 2013 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен табака тата табак изделийĕсене рекламăлама,
çавăн пекех обществăлла вырăнсенче – автобус чарăнăвĕсенче, вĕрентÿ
учрежденийĕсенче, шкулсенче, патшалăх влаç органĕсен çурчĕсенче, вокзалсенче
тата вĕсен умĕнче – туртма чарнă.

Июнĕн 12-мĕшĕнчен табак продукцийĕсен упаковки çинче ÿкерчĕксемпе чĕлĕмĕн
сиенĕ çинчен çырнисене вырнаçтарма пуçланă.

Ноябрĕн 15-мĕшĕнчен чĕлĕм туртакансене штрафлама тытăнчĕç.

2014 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен вара хăна çурчĕсенче, ресторансенче, аякка
çÿрекен поездсенче, пассажир суднисем çинче туртма чарĕç. Кунсăр пуçне,
сигаретсене магазинсенче тата павильонсенче кăна сутма ирĕк парĕç. Енчен те
тухса çÿрекен суту-илÿре, лавккасемпе павильонсем çук пулсан, чĕлĕм продукцине
кăларса хума юрамĕ – вĕсен хакне кăна кăтартма тивĕ.

– Думăна ятарласа çирĕпрех тума тавăрнă саккун штрафсемпе тата вĕсен виçипе
пуянланчĕ. Явапа ноябрĕн 15-мĕшĕнчен тыттарма пуçланине асăнтăр. Ку енĕпе пире
мĕн кĕтет-ха?

– Çак вăхăтран полицейскисем саккуна пăсакансем тĕлĕшпе протоколсем тата
штрафсем çырма тытăнĕç. Аса илтерме, «табака хирĕçле саккун» чĕлĕм туртакансене
хытах хĕстерме тивĕç. Июньтен, акă, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, культура, спорт
учрежденийĕсенче, вокзалсенче тата вĕсенчен 15 метра çывăхрах туртма чарнă
пулсан, халĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем те çăмăлрах сывлама пуçлĕç –
саккун тăрăх подъездсенче туртма юрамасть. Туртакан кÿршисем çинчен
участковăйсем патне çырнă çырусем нумай, халĕ чĕлĕм шăршипе тарăхтаракансене
укçан айăплĕç.

Туртма юраман çĕрте чĕлĕм мăкăрлантаракансен халĕ 500-тен пуçласа 1500 тенкĕ
таран кăларса хума тивĕ. Ача-пăча площадкинче туртакансен вара 2000 тенкĕрен
пуçласа 3000 таран.

– Паллах, «табака хирĕçле саккун» çемье бюджечĕ çине те витĕм кÿрĕ. Табак
авăрĕнчен хăтăлас текенсем те тупăнĕç. Медицина сообществи хальхи вăхăтра
кунашкаллисене пулăшма пултарать-и?

– Республикăри наркологи диспансерĕнче тата сывлăх центрĕсенче пахалăхлă
медицина тата психотерапи пулăшăвĕ, сиплевĕ пама пултараççĕ.
Психиатр-наркологсем, психологсем, психотерапевтсем, физиотерапевтсем тата ытти
специалистсем çынна ку чиртен туллин сыватма пулăшаççĕ.

Пĕрремĕш тухтăр пулăшăвне вара, вăл шута ăнлантаруллă калаçу тата туртма
пăрахмалли сĕнÿ кĕреççĕ, амбулаторлă тата стационарлă кашни медицина
учрежденийĕнче памалла. Врач, медицина сестри хăйĕн вĕрентÿллĕ канашĕпе çынна
туртма пăрахтарасси çине пысăк витĕм кÿме пултарать.

Республикăри наркодиспансер ĕçченĕсем Пĕтĕм тĕнчери туртма пăрахмалли кун
тĕлне хатĕрленĕ мероприятисем йĕркипе шкул ачисемпе, студентсемпе лекцисем,
клаçусем, тренингсем ирттерме палăртнă. Çавăн пекех ачасемпе çамрăксен уйрăмĕнче
уçă алăксен кунĕ иртĕ.

– Эсир чăн пурнăçра çын туртма пăрахнине тĕслĕхпе çирĕплетме пултаратăр-и?

– Сире пирĕн сайтра хăварнă пĕр çырăва вуласа паратăп: «Манăн пурнăçра мана
туртассинчен çăлакан пĕр япала пур. Ку вăл – чупу. Эпĕ туртма пуçличченех чупма
юратнă – ку манăн кăмăлпа туллин килĕшсе тăрать. Манăн ыттисенчен аяккарах пулас
килетчĕ – капла эпĕ пурнăç çинчен ирĕклĕн шухăшлаттăм. Анчах çичĕ çул каялла
туртма пуçларăм, манăн чупусем вĕçленчĕç...

Халĕ эпĕ туртмастăп (7 эрне те 4 сехет, ку тапхăрта 492 сигарет туртнă
пулăттăм). Анчах та çăмăл атлетика патне таврăнтăм та хамăн ÿпкесене мĕн тери
сиен кÿнине тÿрех ăнланса илтĕм. Чупатăп та сывлăш пÿлĕнсе ларать. Эпир хамăрăн
сывлава тивĕçлĕ тимлĕх уйăрмастпăр, сывлайми пулсан тин ку мĕн тери хăрушшине
ăнланатпăр. Эпĕ хама: «Эсĕ пĕр километр чупсанах пÿлĕнсе ларатăн, анчах та санăн
ÿпке шыççи е эмфизема пулнă пулсан, çакна эсĕ ЯЛАНАХ туйнă пулăттăн». Енчен те
сире мотиваци кирлĕ пулсан, урама тухăр та чупса пăхăр. Сире те çак хăратса
пăрахĕ.

Халĕ эпĕ хам кĕлеткепе унчченхинчен те тимлĕрех ĕçлетĕп. Аэробикăна çÿретĕп,
чупатăп, ишетĕп. Манăн вăрăм ĕмĕр пурăнас килет. 25 çултах хама кичемлĕхре
путарас килмест.

Манăн сĕнÿ – туртма пăрахăр. Сывлăха тавăрăр! Çитес эрнере эпĕ марафона
хутшăнма хатĕрленетĕп. Манăн хама çак усал йăлана çĕнтернине кăтартас килет».

Енчен те сирĕн ку енĕпе ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан пĕтĕм информацие
www.rnd.med.cap.ruŸ сайтра тупма пулать. Врач-нарколог патне Шупашкар хули,
Пирогов урамĕ, 6-мĕш çурт адреспа килме е 23-41-68 телефонпа çырăнма пулать.

– Калаçушăн тав.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика