10:09 20 ноября 2013 г.
Чăваш ен тĕп хули 2016 тата 2018 çулсенче хăвăрт утассипе Тĕнче Кубокне
ирттерес ирĕке çĕнсе илнĕ. Çак йышăнăва эрне кун Монакăра (Монте-Карло) Çăмăл
атлетика федерацийĕсен Пĕтĕм тĕнчери Ассоциацийĕн Канашĕн ларăвĕнче çирĕплетнĕ.
Раççей делегацийĕ йышĕнче Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ
Валентин Балахничев, генеральнăй секретарĕ Михаил Бутов, Чăваш ен спорт министрĕ
Сергей Мельников, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата министерствăпа хула
администрацийĕн представителĕсем хутшăннă.
Заявкăна презентациленĕ хыççăн ларура визăсемпе çыхăннă, транспортпа
тивĕçтерес тата хăнасене вырнаçтарас ыйтусене пăхса тухнă.
Шупашкар кунашкал ăмăртăва 2008 çулта йышăннăччĕ, тăватă çултан вара Тĕнче
Кубокĕ Раççейĕн тата тепĕр хулинче – Саранскра – иртнĕ.
В.Балахничев сумлă ăмăртăва иккĕмĕш хут ирттерме ирĕк пани çав тери
пĕлтерĕшлине, ăна çĕнĕ технологисемпе усă курса йĕркелеме майсем пуррине
пĕлтернĕ. Çакă çавăн пекех республикăра хăвăрт утассине аталантарма пулăшĕ, тенĕ
вăл.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии