10:07 20 ноября 2013 г.
«Мураты» ял хуçалăх предприятийĕн Уйкас Явăшри сĕт-çу ферминче выльăхсене
витере пăхса усрамалли тапхăра тимлĕ хатĕрленнипе кĕтсе илчĕç. Ферма ĕçченĕсене
тепĕр çĕнĕлĕхпе савăнтарчĕç: сĕт-çу фермипе юнашар ĕнесене пăрулаттармалли тата
пĕчĕк пăрусене пăхса усрамалли çĕнĕ вите хута кайрĕ.
Çĕнĕ витене хута янă çĕре хуçалăх ертÿçин çумĕ Юрий Петрович Спиридонов
хутшăнчĕ. Ĕçе тĕреклĕ аллисемпе тума хăнăхнăскер, вăр-вар халат тăхăнчĕ те,
тимĕртен маçтăрланă пысăк алăка вырнаçтарма пикенчĕ. Кăмăлĕ çавнашкалран,
юсавçăсем унран тĕлĕнмерĕç. Ертÿçĕн ĕçченлĕхĕ вĕресе тăнине, ертсе пырас
ăсталăхĕ пысăк пулнине витесем çĕнелсе пынинчен яр уççăн туйса илетĕн. Хăйне
итлесе пăхар-ха.
– Хуçалăх енчĕкне пуянлатмалли мелсенчен пĕри вăл – выльăх-чĕрлĕх йышлă
ĕрчетнинче, унран продукци нумайрах илнинче. Эпир, анчахрах тымар ярса вăй илсе
пыраканскерсем, выльăх-чĕрлĕх йышĕпе унăн продуктивлăхне икĕ çултах виçĕ хута
яхăн ÿстерме пултартăмăр. Витесене çулсерен çĕнетсе, йывăр ĕçсене механизацилесе
пыратпăр, выльăх апачĕ туса илессине çĕнĕ технологи никĕсĕ çинче йĕркелеме
тăрăшатпăр, ăратлă выльăхсем кăна усратпăр, – хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен
паллаштарчĕ Юрий Петрович.
Юсавçăсем витесене хĕле лайăх хатĕрлесе çитернипе мухтанаççĕ пулсан,
механизаторсем выльăх апачĕ тулăх хывса хăварнипе мăнаçланаççĕ. Вĕсем фермăсем
çывăхне 500 тонна сенаж хыврĕç, типĕтнĕ утăран ултçĕре яхăн рулон хатĕрелсе
хучĕç. Пĕтĕмлетсе калас-тăк, кашни условнăй выльăх пуçне 30 центнертан кая мар
апат единици тивет.
Сĕт-çу фермине Владимир Павлович Петров ăнăçлă ертсе пырать. Аслă пĕлÿллĕ,
хăйĕн ĕçĕнче пуян опыт пухнăскерĕн ĕçтешĕсем пирки ăшă сăмахсем каламалли чылай.
– Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, дояркăсем çулталăка лайăх кăтартусемпе вĕçлесе
пыраççĕ. Вĕсем кашни ĕнерен пилĕкшер пин килограмм ытла сĕт суса илме пултарчĕç.
Сĕт сăвассипе Ирина Сергеева, Людмила Федотова, Оксана Маркова малта пыраççĕ,
кунне кашни ĕнерен 20-шер килограма яхăн сĕт сăваççĕ. Çамрăк пăрусемпе
ĕне-выльăх самăртнă çĕрте Лида Петрова, Альбина Герасимова, Тамара Кириллова
пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Вăкăрсем талăкра 700-шер грама яхăн ÿт хушаççĕ.
Самăртса панă ĕне выльăхсен чĕрĕ виçи 400 килограмран иртет. Çулталăкри ÿсĕмсене
пĕтĕмлетме иртерех пулин те, ферма ĕçченĕсен кăтартăвĕсем халех сумлă, –
çитĕнÿсемпе паллаштарма ĕлкĕрчĕ ферма ертÿçи Владимир Павлович.
Явăшсем юлашки çулсенче Элĕк районĕнчи «Юнтапа» ял хуçалăх предприятийĕнчен
тата хамăр районти «Янгорчино» хуçалăхран ăратлă пăрусем туянчĕç, сĕт нумай
паракан ĕнесен шутне ÿстерсе пычĕç. Халĕ мăйракаллă шултра выльăхсем 242 пуç,
вăл шутран сăвакан ĕнесем – 75. Ăратлăха çĕнетсе пынă çĕрте ветеринари
фельдшерĕн Светлана Петровăн тÿпи пысăк. Ăна ял хуçалăх ĕçченĕсен районти
пухăвĕнче «Чи лайăх техник-осеменатор» ятпа чыс турĕç.
Малашнехи тĕллевĕ пĕрешкел: выльăх-чĕрлĕхе ăшă витесенче, тулăх апатпа хĕл
каçарасси, продуктивлăха тата выльăхсен шутне ÿстерсе пырасси. Вăй хурса,
яваплăха туйса ĕçлесен тĕллевсене пурнăçлама пулатех.
В.МОСКВИН.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии