Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чи вулакан район пулăпăр-и?

10:02 20 ноября 2013 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан – ял хуçалăхĕпе
экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов ирттернĕ черетлĕ планеркăра 2014 çулхи
пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнтарас тапхăр тата районти тĕп
библиотека ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçнă.

Федераллă, республика тата район изданийĕсене çырăнтарасси малалла пырать.
Вăрнар почтамт пуçлăхĕ Геннадий Никитин Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенче
периодикăна 35,5 пин экземпляр çырăнтарма палăртнине пĕлтернĕ. Хальлĕхе плана 59
процент пурнăçланă. Ку – республикăри почтамтсем хушшинче чи лайăх кăтарту.
Вăрнар почтамчĕ тивĕçтерÿсем парассипе те малтисен йышĕнче.

Геннадий Петрович ку вăхăт тĕлне районти мĕнпур предприятирен 22-шĕ, район
администрацийĕ, виçĕ ял поселенийĕ, тăватă ача сачĕ, виçĕ шкул хаçат-журнал
çырăннине каланă. Ларура çырăнтару тапхăрне пурне те активлă хутшăнма сĕннĕ.
Хальлĕхе вăхăт пур: федераллă изданисен çырăнтару тапхăрĕ декабрĕн 10-мĕшĕнче,
республика пичечĕн декабрĕн 20-мĕшĕнче, район хаçачĕн декабрĕн 25-мĕшĕнче
вĕçленет.

Планеркăра районта вырăнти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат халăх чи нумай вулакан
периодика изданийĕ пулнине палăртнă. Вăл кашни тăваттăмĕш киле пырса тăрать.
Паян унăн тиражĕ 4 пинрен иртет.

«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Вячеслав Николаев хаçат пĕрлехи
информаци хутлăхне туса хума май панине палăртнă. Тунти кун тĕлне ăна 2950
экземпляр çырăннă. Юлашки çичĕ çулта ун тусĕсен йышĕ ÿссе пынине шута илсен,
çитес çул та район хаçачĕн тиражĕ чакмасса шанаççĕ. Планеркăра Вячеслав
Васильевич пирĕн «Вăрнар районĕ – Чăваш енри чи вулакан район» ята илессишĕн
ăнтăлмаллине каланă.

Районти библиотекăсен сечĕ ялсенчи 41 тата районти тĕп библиотекăна
пĕрлештерет. Надежда Лукина директор пĕлтернĕ тăрăх, 2013 çулта библиотека
фондне комплектлама федераллă бюджетран 101,6 пин тенкĕ уйăрнă. Çак кунсенче
кăна библиотекăна 500 çĕнĕ кĕнеке кÿрсе килнĕ. Çулталăк хушшинче культура
ĕçченĕсен шалăвне ÿстернĕ, вăтамран библиотекарьсем 12 пин тенкĕ илсе тăраççĕ.
Библиотека халĕ районăн централизациленĕ бухгалтерийĕ урлă ĕçлет.

Çавăн пекех вăл ял библиотекисене вырăнти поселенисем çине куçарнă май,
кадрсемпе ĕçлесси йывăрланнине палăртнă. Вĕсем районти тĕп библиотека директорне
пăхăнманран тепĕр чухне семинарсене хутшăнаймаççĕ. Библиотекăра ĕçлеме ку енĕпе
професси илмен çынсене йышăнни те тĕл пулкалать. Тĕп библиотека ялтисене
методика пулăшăвĕ парсах тăрать, халиччен вырăна тухса 40 вĕренÿ ирттернĕ.

Вячеслав Горбунов ку енĕпе ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе тачăрах çыхăнса
ĕçлеме сĕннĕ.

Л.ИВАНОВА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика