15:01 15 ноября 2013 г.
Кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнче «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ – çутçанталăк еткерĕн
объекчĕ» информаци куравĕ-досье ĕçлеме пуçланă. Ăна наци паркне туса хунăранпа
20 çул çитнине халалласа ЧР Наци библиотеки йĕркеленĕ.
«Чăваш вăрманĕ» наци паркне РФ Правительствин 1993 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнчи
йышăнăвĕпе туса хунă. Вăл 25200 гектар йышăнать, республикăн кăнтăр чиккинче,
Шăмăршă районĕнче, вырнаçнă.
Çулталăк тăршшĕпех курав республикăри районсенчи тĕп тата поселенисем
хушшинчи библиотекăсене куçса çÿренĕ. Хамăр районти тĕп библиотекăра курав
ноябрĕн 12-мĕшĕнче уçăлнă, пĕр уйăх ĕçлĕ.
Информаци куравĕн тĕллевĕ: çынсене тăван тăрăхăн пуянлăхĕпе кăсăклантарасси,
«Чăваш вăрманĕ» паркпа паллаштарасси. Унта сăн ÿкерчĕксен альбомĕсене, наука
ĕçĕсене, ачасен экологи темипе çырнă сăввисен пуххисене, слайдсемпе дисксене
тата ытти материалсене кĕртнĕ.
Çутçанталăк тусĕсене пурне те тĕп библиотекăн вулав залĕнче кĕтетпĕр.
Хамăр инф.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии