Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кайран ÿкĕнмелле ан пултăр

14:59 15 ноября 2013 г.

Катаччи чупас тесе ют машинăпа ларса кайнă тĕслĕхсем республикăра тем чухлех,
районта та темиçе те пулнă. Ярăнма хăваласа тарни вăрлани мар, явапĕ те çирĕп
пулмĕ тесе шутлаççĕ-ши;

Пĕр тĕслĕх, акă, иртнĕ кĕркунне çырăннăскер. 38-ти П.Захаров, Кив Мĕлĕш
çынни, Вăрнарти инкубаторпа чăх-чĕп станцийĕн МТЗ-80 тракторĕпе «ярăнма»
шутланă. Ăссăрла хăтланнăшăн унăн суд тенкелĕ çине ларма тивнĕ, арçынна 5000
тенкĕ штраф тÿлеттернĕ.

Кăçалхи февральте 21-ри Д.Павлов поселокри пĕр çурт çывăхĕнче ВАЗ-21093
машинăна хăваласа тарма тытăннă, анчах транспорта тапратайманнипе кăна киревсĕр
ĕçе пурнăçлайман. Кунсăр пуçне те ют пурлăха çаратнипе икĕ хутчен çакланнине
кура ăна суд виçĕ çуллăха ирĕкрен хăтарнă.

Тепĕр тĕслĕхре, кăçалхи çулла, Д.Сергеев пĕлĕшĕн машинипе хуçинчен ыйтмасăр
ларса тухнă та инкеке лекнĕ. Хăй, Мускав облаçĕнче пурăнаканскер, асламăшĕ патне
Элмен Сунара килнĕ пулнă. «Ренаут – СР» машина хуçипе вĕсем пĕрле эрех ĕçнĕ,
пĕлĕшĕ çывăрса кайнипе усă курса Д.Сергеев машина уççисене кăларса илнĕ те
ярăнма тухса вĕçтернĕ. Анчах инçех каяйман – Санарпуçĕнчи шкулăн пусма
тăваткалне пырса тăрăннă. Машинăна аркатса хуçине 100 пин енне тăкак кÿнĕ.
Малтанхи следстви вĕçленнĕ ĕнтĕ, уголовлă ĕçе тишкерсе суда ярса панă.

Асăрхăр: РФ Уголовлă кодексĕн 166-мĕш статйипе уголовлă явап вун тăватă
çултан тыттараççĕ. Ку преступленишĕн тивекен чи пысăк айăплав (РФ Уголовлă
кодексĕн 166-мĕш статийн 1-мĕш пайĕпе) – пилĕк çуллăха ирĕксĕр хăварни. Енчен те
машинăна ушкăнпа каварлашса е сывлăхшăн тата пурнăçшăн хăрушлăх кăлармасăр вăйпа
усă курса илсе тарнă-тăк (166-мĕш статьян 2-мĕш пайĕ) çичĕ çул таран колоние
ăсатма пултараççĕ. Преступление йĕркеленнĕ ушкăн е уйрăмах пысăк тăкак кÿрсе
(пĕр миллион тенкĕрен ытла) тунă-тăк, Уголовлă кодексĕн 158-мĕш статйин 3-мĕш
пайĕпе уголовлă ĕç пуçараççĕ, айăплав – вунă çул таран. 12 çуллăха та ирĕксĕр
хăварма пăхнă – енчен те машинăна çыншăн хăрушлăх кăларса вăрланă пулсан.

Автомашинăсене, салонри япаласене çаратнă тĕслĕхсем юлашки вăхăтра ÿснинче
транспорт хуçисен айăпĕ те çук мар – вĕсем хăйсен пурлăхĕн сыхлăхне
тивĕçтермеççĕ. Преступление асăрхаттарма çăмăлраххине тĕпе хурса, водительсене
яваплăрах пулма сĕнетпĕр. Транспорта каçхине гаражсене лартăр, транспорт çине
хÿтĕлев хатĕрĕсене вырнаçтарсан аван. Енчен те машинăна çуртсен подъезчĕсем
умĕнче тăтăшах хăварма тивет пулсан, ытти транспорт хуçисемпе видеосăнав
камерисем вырнаçтарма калаçса татăлăр.

В.ЯКОВЛЕВ,

Шалти ĕçсен

министерствин

«Вурнарский» пайĕн

следстви пайĕн пуçлăхĕ юстици подполковникĕ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика