14:48 15 ноября 2013 г.
Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерстви кăçалхи 9 уйăхри
кăтартусене пĕтĕмлетнĕ.
Патшалăх пурлăхĕпе усă курасси ăна туллин те пахалăхлă шута илнинчен нумай
килет.
2011–2013 çулсенче министерство унччен тунă, хута янă, анчах саккунпа
килĕшÿллĕн регистрацилемен строительство объекчĕсене харпăрлăха куçарассипе
пысăк ĕç пурнăçланă. Çавна май Патшалăх пурлăхĕн реестрĕнче паян актуализаци
шайĕ 2008 çулхинчен икĕ хут пысăкрах.
Патшалăх учрежденийĕсен сферине реорганизацилес ĕç малалла пырать. Кăçалхи
ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 326 патшалăх учрежденийĕ ĕçлет, вĕсенчен 70-шĕ
– автономлă, 78-шĕ – патшалăх тата 178-шĕ бюджетлă учрежденисем. Тăваттăмĕш
кварталта патшалăх учрежденийĕсен сетьне пĕрлештерес мероприятисене вĕçлесен
вĕсен шучĕ çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан 9,8 процентпа танлашĕ.
2012 çулта учрежденисене патшалăх пурлăхĕпе усă курма ирĕк пани вĕсене
тÿлевлĕ тивĕçтерÿсенчен тупăша 2010 çулхипе танлаштарсан 3,6 хут ÿстерме май
панă. Çак туртăм малалла тăсăлать. 2013 çулта вĕсен тупăшĕ иртнĕ çулхинчен 6,4
процент пысăкрах.
Налук мар тупăшсем пырса кĕни те – патшалăх пурлăхĕпе эффективлă усă курассин
тĕп кăтартăвĕсенчен пĕри. 2013 çулхи тăхăр уйăхра республика бюджетне 7197 пин
тенкĕ пырса кĕнĕ, пĕлтĕрхи ку тапхăртинчен 1,7 хут ытларах. Çулталăкра вара
пĕтĕмпе бюджет 800 млн тенкĕлĕх пуянланмалла.
Республика пурлăхĕпе усă курас тупăшран 43 проценчĕ – приватизацирен килекен
тупăш, 27 проценчĕ – патшалăхăн куçман пурлăх объекчĕсене тата çĕр лаптăкĕсене
арендăна панинчен.
Аренда хутшăнăвĕсене йĕркелес тĕлĕшпе те юлашки çулсенче пысăк ĕç тунă.
Аренда тÿлевĕн виçине палăртас йĕркене пысăк улшăнусем кĕртнĕ: пурлăхпа усă
курнăшăн çулталăкри тÿлев виçине пасар хакĕпе хакласси çине куçнă, çавăн пекех
уççăнлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе çĕр лаптăкĕсене халĕ торгисем урлă кăна тара
параççĕ.
Кунсăр пуçне, строительство валли уйăрнă çĕр лаптăкĕсен, вĕсене мĕнле вăхăтра
хута ярассине шута илсе, аренда тÿлевĕн хакне улăштарма майсем пурри
застройщиксене объектсене вăхăтра туса пĕтерме тата уйăрнă çĕрпе тĕллевлĕ усă
курма май парать.
Республика пурлăхне арендăна парас ирĕкпе аукционсем ирттересси 2011–2013
çулсенче маларахри виçĕ çулпа танлаштарсан виçĕ хута яхăн ÿснĕ, çакна пула
бюджет хушма 44,1 миллион тенкĕпе пуянланнă.
Республика пурлăхне сутас тивĕçе Чăваш ен пурлăх министерстви 2011 çултанпа
пурнăçлать. Маларах ку тивĕç «Чăваш ен пурлăх фончĕ» çинче пулнă. Виçĕм çултанпа
кăçалхи октябрь уйăхĕччен сутăвăн кăтартăвĕ 54 процентпа танлашать. 2008–2010
çулсенче вара 40 процент пулнă.
Юлашки виçĕ çулта республика пурлăхне сутнин эффективлăхĕ 128 млн тенкĕпе
танлашнă. 2008–2010 çулсенче пуçламăш хакран та пĕчĕкрех – 61 млн тенкĕлĕх.
Çĕр хутшăнăвĕсене йĕркелесси те пысăк тимлĕхре. Çĕрпе усă курассине планлас
тата ÿстерес тĕллевпе республика Правительстви Раççей субъекчĕсенчен пĕрремĕш
эконом класлă çурт-йĕр тума пушă çĕр участокĕсене, çавăн пекех промышленность
паркĕсен вырăнне палăртассипе пĕрлехи информаци ресурсне йĕркелессипе нормативлă
право базине хатĕрлерĕ.
Пĕрлехи информаци ресурсĕнче халĕ 108 çĕр лаптăкĕ (334,1 га) çинчен
сведенисем пур.
Виçĕ тата ытларах ачаллă çемьесен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе
республикăра вĕсене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсем уйăрас ĕç малалла пырать.
Паянхи кун тĕлне мĕнпур йышлă çемьесен 42 проценчĕ тавăрса памалла мар çĕр
лаптăкĕсем илнĕ.
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем уйрăмах хаклă. Чăваш Республикинче кунашкал
çĕрсем пĕтĕмпе 1009,9 пин га, вĕсенчен 541,1 пин гектарĕ – çĕр пайĕсем.
Министерство ăнлантару ĕçĕсем ирттернине пула юлашки виçĕ çулта 152,1 пин гектар
çĕр лаптăкĕ тĕлĕшпе харпăрлăх ирĕкне регистрациленĕ.
Чăваш ен пурлăх министерстви ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене тÿлесе илес ирĕке
хÿтĕлессипе Раççейре суд практикине пĕрремĕш туса хунă. Суд органĕсем Чăваш
Республикин 175,6 гектар çĕр лаптăкĕ тĕлĕшпе харпăрлăх прави çинчен тăратнă
тавăçа тивĕçтернĕ. Çак çĕрсен пасар хакĕ 175 млн тенке яхăн. Тăкакĕсем 340 пин
тенкĕпе танлашнă.
Министерство сахал мар ĕç пурнăçланă, анчах умра татса памалли ыйтусем тата
нумай. Вĕсем эффективлă патшалăх секторне туса хурассипе, çĕрпе усă курассипе,
тухăçлăхне ÿстерессипе тата çĕр хутшăнăвĕсен ирĕкĕн гарантийĕсене пăхăнассипе,
патшалăх пурлăхне хуçалăх çаврăнăшне туллин явăçтарассипе çыхăннă.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии