15:42 12 ноября 2013 г.
«Агро-Инновацисен» Вăрнарти центрĕн директорĕ Евгений Алексеев,
Гостехнадзорăн патшалăхăн аслă инспекторĕ тата район администрацийĕн ял
хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Георгий Романов «Победа»
хуçалăх выльăхсене хĕле мĕнле хатĕрленипе паллашнă.
2001 çултанпа кооператив пуçĕнче – районти пĕртен-пĕр хĕрарăм-председатель,
опытлă ертÿçĕсенчен пĕри Алевтина Петровна Семенова.
Кăçал хуçалăхра тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 1128 тонна пухса илнĕ,
вăтам тухăç – 24 центнер. Хальхи вăхăтра кĕрхи çĕртме тăвассипе тимлеççĕ, уйра
тăватă агрегат ĕçлет.
Ертÿçĕн паянхи кунхи тĕп ыйтăвĕ – выльăх-чĕрлĕхе йĕркеллĕ хĕл каçарасси.
Специалистсем Хирпуçĕнчи сĕт-çу ферминче пулчĕç. Хуçалăхра мăйракаллă шултра
выльăх 387 пуç, вĕсенчен 135-шĕ – сăвакан ĕнесем. Вунă уйăхра 479,5 тонна сĕт
туса илнĕ, пĕр ĕне вăтамран 3552 килограмм сĕт панă. Малашлăхра фермăра Швеци
технологийĕпе туса кăларнă «Delaval” сăвакан установкăсем вырнаçтарма
палăртаççĕ.
Хĕле хатĕрленсе 200 тонна пахалăхлă утă, 1884 тонна силос, 280 тонна
концентрацилле апат хатĕрленĕ. Çуллахи вăхăтра выльăхсем тытакан çуртсене
тасатса дезинфекциленĕ, шуратнă, шыв кĕртнĕ.
Çавăн пекех пушă ларакан витере те пысăк юсав ĕçĕсем ирттернĕ: ăна пĕтĕмпех
механизациленĕ, 122 пуç вырнаçмалăх вырăн тунă. Октябрь çурринче кунта самăртнă
вăкăрсене тытма пуçланă. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 61,8 тонна выльăха пусма сутнă.
Хуçалăхра машинăпа трактор паркне те çулсеренех çĕнетсе пыраççĕ.
Л.ИВАНОВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии