15:40 12 ноября 2013 г.
Вăрнар район прокурорĕ Ильфак Мифтахутдинов «çавра сĕтел» хушшинче тĕн
конфессийĕсен представителĕсемпе тĕл пулнă. Калаçăва Вăрнарти чиркÿ настоятелĕ
Александр атте, поселокри ислам общинин представителĕсем Рифкат Киметов тата
Саиджан Басыров, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Федор Тимофеев,
район прокурорĕн заместителĕ Елена Дмитриева тата «Вурнарский» пай пуçлăхĕн
заместителĕ Валерий Яковлев хутшăннă. Сăмах çĕршывра, уйрăммăн илсен районта,
экстремизм пулăмне сарăлма памалла марри пирки пынă.
Обществăна аркатакан çак усал пулăма уйрăмах çамрăк ăру хăвăрт йышăнма
пултарать. Çавăнпа та çамрăксем хушшинче ăнлантару ĕçне ирттермеллине, çак ĕçре
тĕн общинисен тÿпи пысăк пулнине палăртнă калаçура. Православи тата ислам
тĕнĕсене ĕненекенсем районта пĕр-пĕринпе килĕштерсе, лайăх хутшăнура пурăннине
пĕлтернĕ. Конфессисем хушшинче ырă хутшăнусене малашне те сыхласа хăвармаллине
çирĕплетнĕ.
Йĕрке хуралĕн органĕсен представителĕсем экстремизма хирĕç тăрассипе пĕрле
çыхăнса тимлеме сĕннĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии