15:26 12 ноября 2013 г.
Вулакана малтан сăн ÿкерчĕксене сăнаса пăхма сĕннĕ пулăттăм. Мĕн тери илемлĕ
сумлăхпа сăпайлăх «ахаль кăна» чăваш хĕрарăмĕн сăн-питĕнче! («Ахаль кăна» – куна
эп пирĕн йышшисене çÿлтен çапла хакланăран каларăм). Ăна ăшшăн-ăшшăн ытамласа
çупăрлас килсе тăрать. Кăкăрĕ çинче патшалăхăн чи аслăрах орденĕсем, ĕçченлĕхĕн
çутăрах та чаплăрах паллисем ялкăшсан та мăнаçлăхĕ курăнмасть-çке. Хăйĕнчен хăй
тĕлĕнни пур-и тен;... Упăшкипе пĕрле умăн ачасене тăратнă. Ÿкерÿçĕ, ахăртнех,
вĕсен ĕмĕтлĕ интересне асăрханă: «Ÿсетпĕр те, акă, эпир те атте-аннесем пек
пулатпăр!».
– Влаçран-мĕнрен ĕмĕрте те çăмăллăх ыйтман, – тет Елизавета Макаровна.
– Асра çырăннă кĕнекерен хăш-пĕр страницăна уçар-и; – сăмаха çапла
хускатрăмăр. Тĕлĕнтĕм: наградисем тавра нимĕн те шарламарĕ.
– Çуралнă Мăньял Хапăсра тăватă çул вĕреннĕ хыççăн шкула урăх каяйманран хытă
кулянаттăм. Вун иккĕре аппа вырăнне фермăра пăру пăхма кĕрĕшрĕм те малтанхи
кунах тăраниччен турăх çитерчĕç. Çуркунне хире крахмал улми пухма тухсан çăпата
пылчăка лакса хăшкăлтаратчĕ. Килте, телее, ĕне усраттăмăр. Аппапа пĕрле сÿс тума
хăнăхрăм. «Вăрçă ачисем» ятпа ÿсрĕмĕр...
«Гигантпа» «Самолет» пĕрлешсен, Елизавета Макаровна Захарова Вăрманкасри
Валерий Васильевич Тыкинпа мăшăрлансан, иккĕшĕ те пĕрле «Самолет» колхозра
ĕçленĕ: фермăри стаж пĕрин хĕрĕх çул ытла, теприн вăтăр çул ытла. Ăратлă сысна
амисем ĕрчетессипе «Самолет» 1960 – 70-мĕш çулсенче республикипех кĕрлетчĕ.
«Районти чи лайăх свинарка» ята Елизавета Тыкина çичĕ çул хушши тăхтавсăр тытса
тăнă. Вăл хуçалăхăн паллă ертÿçисене Николай Петрович Петров председателе
(наградисенчен пĕри – Ленин орденĕ), Василий Федотович Федотова (фермăсен
пуçлăхĕ, колхоз председателĕ, наградисенчен пĕри – Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ), 25
– 30 çул хушши пĕрле ĕçленĕ Клавдия Батыревăна (Ĕç Мухтавĕн орденĕллĕ), Варвара
Александровăна («Ĕçри паттăрлăхшăн» медальлĕ) мухтаса асилет: «Хуçасем пире
вĕçĕм вĕрентнĕ, çирĕп ыйтнă, кунсерен пырса çÿретчĕç, тасалăха хытă
тĕрĕслетчĕç».
– Тĕнчене пĕрре çÿлтен, Измаилти хăна çуртĕнче вăтăр иккĕмĕш хутран пăхрăм, –
кулкалать чÿкĕн 13-мĕшĕнче çитмĕл пиллĕк тултаракан Елизавета Макаровна. – Аялта
çынсемпе машинăсем кăткă пек кумаççĕ. Тата çÿлерехрен – космосран пăхсан,
еплерех-ши текелесе тăратăп...
Курса çÿреме пÿрнĕшĕн чунтан хăпартланать. «Сочи, Баку, Ереван, София, Брест,
Мускав, Ленинград... – пурне те астăваймастăп-и тен; Тĕлĕнтермĕш нумай тĕнчере!
Болгаринче пĕр ÿсĕр те тĕл пулмарăмăр. Ялĕ-мĕнĕ чăвашрипе пĕрех йывăçлă,
çырмаллă. Тинĕс хĕррипе тăхăр мĕльюн çын хĕртĕнет, сана вара кунĕпе те пĕр
шăна-пăван çулăхмасть...».
Хаш! сывларĕ те – каласа хучĕ:
– Пĕтĕм савăнăç – ĕçĕпе пурлăх тăвакан çынна хакланă вăхăтра, тĕнчене
тĕлĕнтерсе тăнă чаплă çĕршывра пурăнса куртăм. Капитализмра эпĕ çÿпĕ вырăнне те
тăрас çук. Снаях çара кутăн юрланипе, пуçхĕрлĕ сиксе ташланипе пурнăç пулмастех.
Эпир ĕçре юрланă, ĕç хыççăн ташланă. Çĕршывра ик алла ĕç тупнă çын çук та тейĕн,
ÿсекен ăрăва намăссăр мыскарапа ăнран ярасшăн. Телевизора пăхсан, пурте çаратса
та пĕрне-пĕри çапса пăрахса пуясшăн. Никам та ăçта çуралнă – çавăнтах кирлĕ
пулăп тесе калаймасть. Пĕртен-пĕр ывăлăмăр ыйткалакан хăраххи Мускава хутлать...
Тем тума та ăста вĕсен ывăлĕ – Юрий Валерьевич. Хăйсем патне Речная урамне
кĕмелли çул çине вак чул тупса нумай турттарнă. Бензин та – ун шутĕнчен.
Шăтăр-шăтăр кил-çуртпа чаплă пурăнаççĕ Тыкинсем. Ĕне, сыснасем, вăкăрсем
тытаççĕ. Пилĕк гектар пай çĕрне ахаль вырттармаççĕ. «Хĕрпе каччă илĕм-тилĕм
фермăна кайрĕç», – тенĕ Лисукпа Валерий пирки. Çав ыр сăмах вĕсенчен халĕ те
хăпмасть. «Ĕçсĕр лараймастпăр», – теççĕ иккĕш те. Елизавета Макаровна пенсире
хăмла бригадинче ĕçленĕ, çуллен икшер норма йышăнса çирĕм икшер тонна кăшман
кăларса пуçтарнă. Икĕ орден унăн хĕрÿ чĕреллĕ кăкăрĕ çинче – Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав
орденĕ (1971), Ленин орденĕ (1973). Медалĕсем пур. Хăйсен килĕ умĕпе юхакан
Çавал пек вăй-халлă, таса та çутă пултăрччĕ вĕсен кун-çулĕ.
М.ВАСИЛЬЕВ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии