Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ачасене хÿтĕлесе

10:36 11 ноября 2013 г.

Районăн опекăпа попечительство секторĕ ачасен прависемпе интересĕсене
хÿтĕлессипе чылай тимлет. Кăçалхи январь – октябрь уйăхĕсенче ку енĕпе 64 ĕçе
уçса пама пулăшнă: вĕсем пурлăха туртса илес тĕлĕшпе (27), пурлăха салука парас
тĕлĕшпе (19), укçа-тенкĕ илме (11), çĕр лаптăкĕпе уйрăлса тухма (3) тата ыттипе
çыхăннă.

Отчетлă тапхăрта попечительствăпа опека органне ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă 17
ачана учета илнĕ. Вĕсенчен саккăрăшне опекăна панă, çиччĕшне çемьене йышăннă,
пĕрне усрава илнĕ, тепĕр ачана ача-пăча çуртне вырнаçтарнă.

Ăнăçсăр çемьесенчи ачасен пурнăç условийĕсене тĕрĕслесе (58) 38 йышăну
хатĕрленĕ: çичĕ тĕслĕхĕ – ашшĕ-амăшĕн прависене туртса илесси, пиллĕкĕшĕ –
ачисен пурăнмалли вырăнне палăртасси, вун иккĕшĕ – опекун (попечитель) пулма
тивĕçесси, тăваттăшĕ – ачасене йышăнма пултарасси, пиллĕкĕшĕ – ачасене усрава
илме пултарасси, пĕрер – опекăна пăрахăçласси, ашшĕ-амăшĕн прависене тавăрасси
тата пурăнмалли условисем пирки.

Тăхăр ача тĕлĕшпе ашшĕ-амăшне ку тивĕçе пурнăçлас ирĕкрен хăтарнă. Сакăр
ачана çемьесене, пĕр ачана ача-пăча çуртне вырнаçтарнă.

Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çула çитмен 149 ача учетра тăрать. Вĕсенчен 92-шне
опекăна илнĕ, 49-шне çемьесем йышăннă, саккăрăшĕ çĕнĕ ашшĕ-амăшĕллĕ пулнă.

Р.ФЕДОРОВА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика