09:19 11 ноября 2013 г.
Кĕçнерни кун, професси уявĕ умĕн, Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министрĕ
Сергей Семенов полици генерал-майорĕ журналистсемпе тĕл пулчĕ. Пресс-конференцие
республикăри тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем
чылаййăн хутшăнчĕç.
Ведомство пуçлăхĕ вунă уйăхри оперативлă служба ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май Шалти
ĕçсен республикăри министерстви пĕрремĕш çул мар кăтартусемпе малти ретре пынине
палăртрĕ. «Преступленисене уçса парассипе Атăлçи федераллă округра эпир иккĕмĕш
вырăн йышăнатпăр, Раççейре – 85 субъект хушшинче вунпĕрмĕш. Çапла майпа
стабильлĕх – ăсталăх палли», – терĕ вăл. Районсенчи полици пайĕсене,
министерствăн подразделенийĕсене вунă кун хушши тĕрĕсленĕ Мускав комиссийĕ те
республикăри полицейскисен ĕçне аван хакланă мĕн.
Республикăра пĕтĕмĕшле преступленисем сахалрах регистрациленни сыхланса
пырать (15,1 процент чакнă). Обществăлла вырăнсенче (çав шутра урамсенче) тунă,
уйрăмах йывăр тата йывăр киревсĕр ĕçсем сахалрах пулнă. Вăрланă-çаратнă,
хваттерсене тустарнă, пусахласа укçа туртса илнĕ тĕслĕхсен, хулиганла тата
ултавлă ĕçсен шучĕ палăрмаллах чакнă.
Республикăри çулсем çинчи инкексем тата вĕсенче çынсем вилнĕ-аманнă тĕслĕхсем
тĕлĕшпе лару-тăру çак тапхăрта кăшт лайăхланнине палăртрĕ министр. Правилăсене
пăсакан водительсене видеосăнав майĕпе тĕрĕслесе явап тыттарни те инкексене
асăрхаттарма пулăшни пирки асăнчĕ.
Сергей Семенов полици генерал-майорĕ журналистсен ыйтăвĕсене те туллин
хуравларĕ. Министерство çумĕнчи Обществăлла Канаш ĕçĕ пирки сăмах пуçарнă май
вăл халĕ ку пĕрлĕх тепĕр икĕ çуллăха çĕнĕрен йĕркеленнине пĕлтерчĕ. Канашра
тăракансен ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ: вĕсем коллеги-канашлусене тата профилактика
мероприятийĕсене хастар хутшăнаççĕ, полицейскисем тĕлĕшпе килнĕ
çăхав-пĕлтерÿсене тĕрĕслеççĕ, тытса чарнă çынсене усракан пÿлĕмсенчи лару-тăрăва
тишкереççĕ т. ыт. те. Пирĕн енчен вĕсен ĕçне чăрмав кÿрекен пулăм çук, терĕ
министр.
Шалти ĕçсен органĕсен тытăмĕнчи реформа хыççăн кăткăсланнă кадр ыйтăвĕ те
майĕпен татăлса пырать. Йĕрке хуралĕ енĕпе вĕренсе тухакан çамрăк специалистсем
те çулсеренех вăтамран 60 – 70 çын килсе тăраççĕ. Анчах службăна кĕрес текенсем
халĕ çирĕпрех тĕрĕслев витĕр тухаççĕ. С.Семенов пĕлтернĕ тăрăх, акă, полицире
ĕçлесшĕн пулнă 549 çынран 300 ытла çынна тĕрлĕ сăлтавпа службăна юрăхлă мар тесе
йышăннă. Нумайăшĕ сывлăх тĕлĕшпе тивĕçтермен, хăшĕ ăс-тăн тĕрĕслевне тухайман,
теприсене ведомствăн харпăр хăй хăрушсăрлăх служби ĕçе илме хирĕçленĕ.
«Тĕрĕссипе, реформа вăхăтĕнче опытлă сотрудниксене курттăмăн «кĕскетнине» тĕрĕс
мар тесе шутлатăп. Халĕ çакăн пирки ăста специалистсем çитменнипе уйрăмах
районсенчи полици пайĕсем шар кураççĕ», – ăнлантарчĕ ведомство ертÿçи реформа
кăтартăвĕсем пирки калаçнă май. Преступленисен шучĕ чакни мĕнпе çыхăнни пирки
ыйтнине хуравласа министр «халĕ çамрăксем хушшинче вăрласси-çаратасси, киревсĕр
ĕçсемпе çыхланасси «модăра» мар, ĕçлес, йĕркеллĕ пурăнас туртăм палăрса пырать»,
терĕ.
И.ЯКОВЛЕВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии