Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хваттере хуçисĕр сутаймĕç

10:41 06 ноября 2013 г.

Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа харпăрлăхçăсем хăйсем хутшăнмасăр вĕсен
куçман пурлăхĕпе регистраци ĕçĕсем ирттерме юраманни çинчен ыйтса çырма
пултараççĕ. Ку çĕнĕлĕхе куçман пурлăхпа çыхăннă ултав ĕçĕсене асăрхаттарас
тĕллевпе йышăннине палăртмалла.

Чăннипе ку улшăнусене кĕртме вăхăт хистенĕ. Çакăн евĕрлĕ ыйтусемпе граждансем
Росреестрăн республикăри управленине унччен те нумай килнĕ, анчах вĕсене
регистрацилеме май пулман. Шупашкарта граждансен ыйтăвĕсене хальлĕхе виççĕ
регистрациленĕ.

Пĕр тĕслĕхре, акă, аслă çулсенчи хĕрарăм хваттер докуменчĕсене чикнĕ хутаçа
банкомат умĕнче манса хăварнă. «Эпĕ чире пула килтен сайра хутра кăна тухса
çÿретĕп. Çав кун коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн тÿлеме банк карттинчен укçа илмелле
пулчĕ. Документсем вара пурте пĕр папкăра выртнă. Укçана илнĕ те эпĕ хутаç
çинчен вуçех маннă», – каласа парать Маргарита Петровна (ятне улăштарнă). –
Почтăна çитсен кăна документсем çинчен аса илтĕм. Каялла таврăннă çĕре, паллах,
банкомат патĕнче нимĕн те çук. Питĕ кулянса ÿкрĕм: ултавçăсен аллине лекрĕç-тĕк
хваттере те ним мар сутса ярĕç».

Хĕрарăм тÿрех полицие пĕлтернĕ-ха пулни-иртни çинчен, анчах чунра пурпĕрех
лăпкă пулман. Телее, пĕр хаçатра Росреестрăн çÿлерех асăннă çĕнĕ тивĕçтерĕвĕ
çинчен çырнă статйи куç тĕлне лекнĕ. Сывлăхĕ хавшаса кайнине пула Маргарита
Петровнăн заявлени çырма управлени специалисчĕсене киле чĕнсе илме тивнĕ.

Управлени ертÿçи Ирина Пудова ăнлантарнă тăрăх, куçман пурлăх прависене
регистрацилеме ватă çынсем специалистсене киле чĕнни тăтăшах тĕл пулать. Çакăн
евĕрлĕ тивĕçтерÿсем тÿлевсĕр. Маргарита Петровна патне те специалистсем çийĕнчех
çитсе унăн ыйтăвне пурнăçланă. Халĕ, кам та пулин унăн хваттерĕпе çыхăннă
ултавлă килĕшÿ тăвас тесен, регистратор асăрхаттарăва курса ăна
регистрацилемест.

Сăмах май, вăхăт иртсен ватă çын патне паллă мар çынсем шăнкăравласа
документсене укçалла тавăрма сĕннĕ. Халĕ ку ĕçе полици тишкерет.

Тепĕр хут аса илтеретпĕр: куçман пурлăхĕ тĕлĕшпе хăйсемсĕр нимле регистраци
ĕçĕ те тума юраманни çинчен граждансем ирĕклĕнех çырма пултараççĕ. Сăмахран,
паспорт е хваттер докуменчĕсене çухатнă-тăк ултавçăсем вĕсемпе усă курасран
асăрханса. Заявление харпăрлăхçăн хăйĕн кăна çырма юрать. Кун пек чухне ют çын
харпăрлăхçăн куçман пурлăхне доверенноçпе сутас-туянас тесен унăн нимĕн те
тухмасть.

Анчах çакна палăртмалла: ку асăрхаттару суд йышăнăвне е суд приставĕн ыйтăвне
пурнăçланă чух чăрмав пулма пултараймасть.

М.ИВАНОВА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика