10:18 06 ноября 2013 г.
Тĕрĕссипе, нумай хваттерлĕ кашни çурт умĕнчех ача-пăча площадки, тротуар,
чечек клумбисем, саксем... – пĕтĕмпех кунта пурăнакансене тивĕçтерекен хăтлăх
пулмалла. Анчах, шел те, Вăрнарта паян чылай çурт территорийĕ пирки çакăн пек
калаймăн. Ачасене выляма мар, тепĕр чухне çурт патне йĕркеллĕ иртме те çук –
тавраллах автомашинăсем тĕлли-паллисĕр ларса тухнă.
«Юлашки çулта чÿречерен кунсеренех кăмăлсăр ÿкерчĕке сăнатăп. Унччен ача-пăча
площадки, япаласем типĕтмелли пулнă территорие çăрса, симĕс курăка вуçех таптаса
пĕтерчĕç. Çурт умĕнчи вырăна парковка валли уйăрманни те, вăл тротуар леш енче
вырнаçни те хăратмасть водительсене – саккун, тавралăх илемĕ çине сурнă вĕсем.
Çитменнине, вĕсем пачах та пирĕн çуртра пурăнмаççĕ. Мĕншĕн кунашкаллисене никам
та асăрхаттаракан çук;..» – тарăхса калаçрĕç паллакан хĕрарăмсем, Севернăй
тăкăрлăкри 2-мĕш çуртра пурăнакансем.
Тĕлли-паллисĕр парковка йĕркеленине ку çурт çывăхĕнче çеç мар, К.Маркс
урамĕнчи 2-, 4-мĕш, Ленин урамĕнчи 2-мĕш, Ж.Илюкин урамĕнчи 42-мĕш, тĕрĕссипе,
нумай хутлă кашни çурт умĕнче тенĕ пекех курма пулать. Ку территорисенче
тавралăх сывлăшĕпе-илемĕпе киленейместĕн, кунĕн-çĕрĕн, хĕлĕн-çăвĕн автомашинăсем
кăларакан газпа чыхăнатăн, хăрамасăр утаймастăн, вĕсен сигнализацийĕнчен, хăлха
çурăлмалла кĕрлекен музыкинчен пуçа ыраттаратăн. Ачасене хăйсем тĕллĕн çурт умне
кăларма та хăрушă: пĕчĕк хăвăртлăхпа çÿрекен водительсем сайра. Унччен
автомобиль тытакан кашни çыннăн уйрăм гараж пулнă, халĕ «тимĕр ут» хуçисем вара
хăйсене пур çĕрте те хуçа пек туяççĕ.
Паллах, ку ыйту хăйне хăй нихăçан та татăлмĕ – влаç представителĕсем, çул-йĕр
хуралçисем хушша кĕмесĕр. Мĕншĕн-ха çĕрпе çулталăкĕпех усă курнăшăн
кунашкаллисем çине налук хурассине кĕртмелле мар, вырăнти депутатсем йышăну тума
пултараççĕ-çке: поселок бюджечĕ те пуянланĕ, йĕрке те пулĕ. Е ытах та,
автостоянка йĕркелемелле – «Шанс» пасар территорийĕнче мĕн анлăш вырăн, унчченхи
пасар территорийĕ пушах янраса ларать. Районта мĕн чухлĕ хастар предприниматель,
нивушлĕ официаллă стоянка уçма май çук; Çаратнă, чĕртсе янă тĕслĕхсене шута
илсе, водительсем те лăпкă çывăрĕç, çынсем те кăмăллă юлĕç.
Водительсене, паллах, нихăш варианчĕ те килĕшмĕ. Анчах та вырăссем калашле,
ярăнас килсен...
Н.КУЗЬМИН.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии