Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Амăшĕн капиталĕ: йышăну тума ан васкăр

10:07 06 ноября 2013 г.

2007 çултанпа Раççейри çемьесем иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачасемшĕн амăшĕн
капиталне тивĕçеççĕ. Патшалăхăн çак укçа-тенкĕ пулăшăвне пурте хăнăхрĕç ĕнтĕ.
Анчах та çĕршывăн тĕп финанс ведомстви, çитес виçĕ çулшăн бюджета йышăнаканскер,
амăшĕн капиталĕ çинчен калакан саккун 2016 çулччен ĕçленине пĕлтерчĕ. Ку мĕне
пĕлтерет тата малашне мĕн пулĕ; Паян çак ыйтусене эпир Раççей Пенси фончĕн Чăваш
енри уйрăмĕн управляющине Роза КОНДРАТЬЕВАНА паратпăр.

– Роза Алексеевна, лару-тăрăва ăнлантарса парăр, тархасшăн.

– Федераллă саккунра амăшĕн капиталне çемьесем 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен
пуçласа 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем çуратнăшăн
(усрава илнĕшĕн) илме ирĕк пур тесе палăртнă. Урăхла каласан, срока палăртнă.
Анчах та амăшĕн капиталĕн сертификатне илме тата капиталпа кирек хăш вăхăтра та
усă курма юрать. Ку енĕпе сроксене çырман.

Сăмахран, ача 2016 çулхи декабрьте çуралнă – амăшĕн сертификата илме
васкамасан та юрать. Мĕншĕн тесен унăн ăна кирек хăш вăхтра та илме ирĕк пур:
хăть 2017-мĕшĕнче, хăть 2018 çулта.

Тепĕр тĕслĕхе те тишкерер. Енчен те çемье сертификата илнĕ, анчах унăн çак
вăхăтра пурнăç условийĕсене те лайăхлатмалла мар, ачисене те вĕрентмелле мар.
Калăпăр, вăл каярах та, 2020 çулта, амăшĕн капиталĕпе усă курма заявлени çырма
пултарать.

Çавăнпа та çемьен йышăнăва васкамасăр тумалла. Шел те, хăш-пĕрисем 2016 çул
хыççăн капиталпа усă курма май пулмасть текен сас-хура хыççăн кайса,
шутламасăрах унпа усă курма васкаççĕ.

– 2016 çулччен çуралнă ачасем пирки ăнланмалла. Енчен те ача 2017 çулта
çуралчĕ пулсан – вĕсен вара амăшĕн капиталне илме ирĕк пулмасть-и;

– Ку ыйтăва мана мар, саккун кăларакансене памалла. Чăн та, амăшĕн капиталĕ
çинчен калакан саккун питĕ пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ. 2007 çултанпа Чăваш енре
пурăнакан 47 пин ытла çемье сертификатсене тивĕçрĕ. Çак тапхăрта ун виçи 250 пин
тенкĕрен 409 пине яхăн ÿсрĕ. Пирĕн республикăра çемьесенчен çурри ытларахăшĕ
капитал укçи-тенкипе (пĕтĕмпе 8,4 млрд тенкĕлĕх) усă курнă.

Ача çураласлăх та ÿсрĕ. Иртнĕ çул Чăваш енре 17,5 пин пепке кун çути курнине
регистрациленĕ. Ку 2007 çулхинчен 18 процент ытларах.

Демографи лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшнине кура амăшĕн капиталĕ çинчен
калакан саккуна малалла та тăсасса шанас килет.

– Амăшĕн капиталĕпе ытларах мĕнле усă кураççĕ-ха;

– Укçа-тенкĕ пулăшăвне ытларах пурăнмалли условисене лайăхлатма янă – 25 пин
ытла çемье ку тĕллевпе 8,3 млрд тенкĕлĕх усă курнă. Уйрăмах укçана çурт-йĕр
кредичĕсене татма, çавăн пекех пая кĕрсе çурт тума е туянма, уйрăм çурта
реконструкцилеме, çурт илме е тума кредитăн пирвайхи взносне тÿлеме янă.

Çакна та каламалла, кăçал амăшĕн капиталне илес йĕркене çирĕплетнĕ. Халĕ ăна
банксем, потребитель кооперацийĕсем, микрофинанс организацийĕсем ипотека
килĕшĕвĕпе обязательство тăратсан кăна параççĕ. Кунсăр пуçне, укçана алăран мар,
заемщикăн банк счечĕ çине кăна куçараççĕ.

– Амăшĕн капиталĕпе ачисене вĕрентме усă куракансем пур-и;

– Пирĕн республикăра аслă ачисене аслă шкулсенче, колледжсенче вĕрентме, ача
садне çÿренĕшĕн тÿлеме капиталпа 700 ытла çемье усă курнă.

Амăшĕн капиталĕпе çемьери кирек хăш ачине те (вĕренме кĕнĕ чух 25 çултан аслă
пулмалла мар), Раççейри кирек хăш вĕренÿ учрежденийĕнче те вĕрентме юрать.
Кунсăр пуçне, унпа вĕреннĕ вăхăтра общежитишĕн тÿлеме те май пур. Çавăн пекех ку
укçапа ача курссенче вĕренме те пултарать.

2011 çултанпа капитала муниципаллă е уйрăм ача садне çÿренĕшĕн те тÿлеме ирĕк
пур. Пирĕн республикăра 113 çемье çапла тăваççĕ те. Вĕсен тĕслĕхĕпе ыттисем те
усă курма пултараççĕ – Пенси фондне шкул çулĕчченхи учрежденипе тунă килĕшĕве
тăратмалла кăна. Пĕрремĕш тÿлев заявлени панă хыççăн икĕ уйăхран кая мар куçать.

– Роза Алексеевна, капитала амăшĕн пенсийĕн пухăнса пыракан пайне яракансем
пур-и тата;

– Çĕршывра кун пек заявленисем 2 пине яхăн. Пирĕн республикăра хальлĕхе çук.
Амăшĕн капиталне пухăнса пыракан пайне куçарма, кайран ылмаштарма та май пур.
Кун пек чухне амăшĕн капиталĕн виçи çулленхи индексацинчен хăвăртрах ÿсет.

Амăшĕн капиталĕпе усă курнă, анчах унăн тепĕр пайĕ юлнă çемьесен çакна та
пĕлмелле: юлнă укçана пенсин пухăнса пыракан пайне яма май пур.

– Ăнлантарнăшăн тавах!

Е.ИЛЬИНА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика