10:03 06 ноября 2013 г.
Тунти кунсеренхи черетлĕ планеркăна район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене
пурнăçласа пыракан Вячеслав Горбунов ирттернĕ. Ăна вăл савăнăçлă хыпартан
пуçланă – Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕн республикăри
уявĕнче ял хуçалăхне аталантарас тата продукцие вырнаçтарас программăна
пурнăçласа Вăрнар районĕ тĕп зонăра пĕрремĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Вăрнарти
аш-какай комбиначĕ те унта ял хуçалăх производствине эффективлă ертсе пынăшăн
Диплома тата 60 пин тенкĕлĕх премие илнĕ.
Планеркăра ку хутĕнче выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарас ыйтăва сÿтсе явнă.
Мăйракаллă шултра выльăхсене çуллахи лагерьсенчен фермăсене куçарнă ĕнтĕ. Ял
хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Георгий Романов пĕлтернĕ тăрăх,
тĕпрен илсен ял хуçалăх предприятийĕсем – «Юнтапа», «Хорнзор» хуçалăхсемсĕр тата
«Агрохмель» тулли мар яваплă обществăсăр пуçне – хĕле кĕме аван хатĕрленнĕ.
Утă-улăм, сенаж, силос кирлĕ чухлĕ хатĕрленĕ. Фураж запасĕ 13,4 пин тоннăпа
танлашать. Ку – кирлĕ чухлин 72 проценчĕ, çавăнпа та хуçалăхсем жмых, хывăх
туянма палăртаççĕ.
Выльăх шучĕпе 8 уйăхри кăтартусемпе район республикăра иккĕмĕш вырăнтаччĕ,
анчах та сентябрьте «Феникс» тулли мар яваплă общество панкрута тухнă пирки
ĕне-выльăха пĕтерсен виççĕмĕш вырăна куçнă.
Георгий Романов выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тимлекенсем ĕçе чунтан парăннине
пĕлтернĕ. Çакна професси ăсталăхĕн конкурсĕсем те çирĕплетеççĕ. «Янгорчино»
хуçалăхăн ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен специалисчĕ Надежда Сергеева
акă республикăра икĕ хутчен пĕрремĕш, Раççейре иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă.
Паллах, ĕçленĕшĕн тÿлемелле. Шалу кашни хуçалăхра тĕрлĕрен. Вăрнарти аш-какай
комбинатĕнче ку отрасльте ĕçлекенсем уйăхне вăтамран 17 пин тенкĕ илеççĕ пулсан,
хăш-пĕр хуçалăхра 10 пинрен те сахалрах.
Планеркăра çавăн пекех ачасемпе çамрăксене физкультурăпа спорта явăçтарас
ыйтăва та çĕкленĕ. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн ертÿçи Владимир Прокопьев
каланă тăрăх кунта паян спортăн 11 тĕсĕпе 43 ушкăн ĕçлет. Вĕсенче 993 ача
ÿт-пĕве пиçĕхтерет. Физкультурăпа спорт комплексне çÿрекенсен пысăк пайĕ те –
шкул ачисем.
Спорт занятийĕсене массăллăрах ирттерес тĕлĕшпе физкультура учителĕсем
Кÿстÿмĕр, Санарпуç, Çĕрпел, Туçи Çармăс, Калинино, Ярмушка, Чăрăшкас Хирлеп
шкулĕсенче час-часах вĕрентÿллĕ семинарсем йĕркелеççĕ.
Хальлĕхе вĕренекенсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ спортпа туслă. 2015 çул тĕлне
ачасен 50 процентне спорт секцийĕсене явăçтарма тĕллев лартнă.
Л.ИВАНОВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии