09:03 06 ноября 2013 г.
«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕнче Пушкăртстанри Пелепей хулинче пурăнакан ентешсем – Владимир Матвеевич Яковлев тата Юрий Николаевич Михайлов хăнара пулчĕç.
Владимир Яковлев хамăр районти Хурапыр Юнтапара çуралса ÿснĕ, çул-йĕр тăвакан мехколоннăна ертсе пырать, ăна районти чăвашсен Канашĕн пуçлăхне суйланă. Унпа хамăр хаçатра иртнĕ эрнере кĕскен паллаштарнăччĕ («Энциклопеди авторĕ – пирĕн ентеш», 123-мĕш "). Юрий Михайлов – Патăрьел тăрăхĕнчен. Чăваш патшалăх университетĕнчен журналиста вĕренсе тухнă хыççăн Пелепейре чăваш хаçатĕнче ĕçлеме тытăннă. 25 çул Пушкăртстанри чăвашсен «Урал сасси» хаçачĕн тĕп редакторĕнче тимлет. Ентешсем Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă пухăвне хутшăнма килсе çитнĕ. Владимир Матвеевич – Пушкăртстанран суйланă çичĕ делегатран пĕри. Юрий Николаевич вара Аслă пуху ĕçне пичетре çутатас тĕллевпе хĕмленнĕ.
Хăнасем редакци ĕçченĕсене тăванла республика пурнăçĕпе, хăйсен ĕмĕчĕ-тĕллевĕпе паллаштарчĕç. Акă, Владимир Яковлев предприниматель ĕçĕпе кăна лăпланман, Пушкăртстанри чăваш энциклопедине пухса кун кăтартма тĕллев тытнă. Çавна май хăйĕнчен пĕр миллион тенкĕ ытла хывнă. «Самаях пысăк та хулăм кĕнеке Çĕнĕ çулччен пичетрен тухмалла»,– хавасланса пĕлтерчĕ Владимир Матвеевич. Питех те пархатарлă-сумлă ĕçе кÿлĕннĕ ентешпе чăннипех хăпартланса мухтанмалли кăна юлать.
Юрий Михайлов Пушкăртстанра массăллă информаци хатĕрĕсем тĕлĕшпе влаç питĕ тимлĕ пулнине кăмăлтан палăртрĕ. Хаçатсене илес-тĕк, вĕсене патшалăх енчен укçа-тенкĕпе те самай сумлă пулăшу параççĕ, терĕ. Хаçат-журнала халăх кăмăлласа вулать, вĕсен тиражĕсем пысăк. «Пирĕн Президент Рустэм Хамитов: Пушкăртстан – Раççейри чи нумай вулакан республика пулса тăтăр тесе тĕллев лартни хаçатçăсене тата пултаруллăрах ĕçлеме хавхалантарать»,– терĕ Юрий Николаевич.
Çав вăхăтра редакцие ĕçпе килсе кĕнĕ Ольга Куликовăшăн (чăвашсен паллă çыравçи Улькка Эльмен), чăн та, катари ентешсемпе тĕл пулса паллашни шепех пулчĕ темелле. Калăпăр, Владимир Матвеевичпа иккĕшĕ çывăх ентешсем: вĕсен ялĕсем унччен пĕр хуçалăха – «Гвардеец» колхоза – кĕнĕ. Иккĕшĕ те çул-йĕр организацийĕсене ертсе пыраççĕ. Юрий Николаевичпа вара çыравçă ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçу хăй еккипе кайрĕ. Пушкăртстанри йăхташсем чăваш çыравçисен кĕнекисемшĕн самаях тунсăхлаççĕ-мĕн.
«Хăвăрăн кĕнекĕрсемпе пирĕн тăрăха çитме тăрăшăр, вĕсене халăх хапăлласа йышăнасса халех çирĕппĕн калама пултаратпăр»,– сĕнчĕç Ольга Геннадьевнăна хăнасем.
Катари ентешсем редакци ĕçченĕсене чăваш поэзийĕн нихăçан сÿнми çăлтăрĕсем Константин Ивановпа Ухсай Яккăвĕ çуралса ÿснĕ авалхи Слакпуç ялне çитсе курма чĕнчĕç. «Нарспипе Сетнер çăлкуçĕнчен сиплĕ те техĕмлĕ шыва ĕçсе киленни мĕне тăрать»,– терĕç.
Çав кунах В.Яковлев Хурапыр Юнтапана кĕрсе тухнă, амăшĕпе, Валентина Васильевнăпа, курнăçнă.
В.НИКОЛАЕВ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии