08:57 06 ноября 2013 г.
Юн кун район администрацийĕн загс пайĕн капăр залĕ ача-пăча сассипе тулчĕ. Кунта нимле йывăрлăха пăхмасăр, хăйсем çине пысăк яваплăх илсе нумай ача ÿстерекен çемьесене чысларĕç.
Камăн нумаях пулмасть иккĕмĕш пепке хушăннă, теприсен – виççĕмĕш-тăваттăмĕш, пиллĕкмĕшне ÿстерекенсем те пур – пурте вĕсем патшалăх е республика программипе амăшĕн капиталне тивĕçнĕ. Сертификатсене çак хăйне евĕрлĕ уявра савăнăçлă лару-тăрура пачĕç.
«Ачасем кашни киле телей илсе килеççĕ. Вĕсене пула паянхи пирĕн зал та çутăрах, илемлĕрех, чунра та савăнăçлăрах. Ырă-сывă ÿссе ашшĕ-амăшĕшĕн пурнăç тĕрекĕ пулччăр çак пĕчĕк тĕпренчĕксем», – саламлă сăмахсемпе уява загс пайĕн пуçлăхĕ Алевтина Степанова уçрĕ. Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ирина Семенова иккĕмĕш ача çуратнă Маргарита Димитриевапа Анастасия Васильевана амăшĕн капиталне тивĕçнине ĕнентерекен документа пачĕ, саккунпа килĕшÿллĕн унпа çурт-йĕр лартма тата туянма, е ачасене вĕрентме, е амăшĕн пулас пенсине ÿстерме усă курмаллине ăнлантарчĕ.
Виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем çураласлăх шайĕ те районта юлашки çулсенче ÿсни курăнать. Республикăра тÿлеме йышăннă капитал (100 пин тенкĕ) сертификатне пĕлтĕр 71 амăшĕ илнĕ пулсан, кăçал икĕ хут нумайрах – 141. Халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Ирина Смолина сертификатсен çĕнĕ хуçисен ячĕсене асăнчĕ, вĕсем – Вăрнарти Зоя Мишинапа Хурăнсур Çармăсри Оксана Васильева, Калининăри Наталья Позинова, Çăлкас Кăкшăмри Ирина Терентьева (пурин те виçшер ача), тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш пепкесене кун çути парнеленĕ Çĕн Мĕлĕшри Любовь Григорьева тата Вăрнарти Людмила Гришина. Ирина Смолина хăй ертсе пыракан пай нумай ачаллă çемьесемпе уйрăммăн ĕçленине, тĕрлĕ ыйтусемпе пыракансене яланах пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ.
Вăрнарта пурăнакан Владимир аттен пысăк çемйинче акă пиллĕкмĕш ача çуралнă. «Çемьене пĕчĕк чиркÿпе, сăваплă пĕрлĕхпе танлаштарассăм килет. Ача ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕрне хисепленине тата юратнине, ăнланнине курса ÿстĕр. Çапла хăй те чунпа таса, ырă çын пулĕ», – терĕ вăл.
И.ЯКОВЛЕВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии