08:54 06 ноября 2013 г.
Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов Ăслăлăх, вĕрентÿ, культура тата информаци политикин комитечĕн ларăвне хутшăннă.
Владимир Николаевич хăйĕн сăмахĕнче республикăри паянхи вĕренÿ тытăмĕн çивĕч ыйтăвĕсемпе малашнехи аталану çул-йĕрĕ çинче тĕплĕ чарăнса тăнă.
Шкул ÿсĕмне çитичченхи вĕренÿ учрежденийĕнче вырăн уйăрассипе тимлĕ пулнине палăртнă министр. Хальлĕхе асăннă ÿсĕмри пепкесен 72,4% садике çÿрет. 2012 çулта çĕнĕ 8 ача сачĕ (пурĕ 1500 вырăнлăх) хута кайнă. Халĕччен ĕçленĕ садиксемпе шкулсенче хушма 2014 вырăн йĕркеленĕ.
В.Иванов республикăра вĕренÿ учрежденийĕсен ĕç-хĕлне çамрăк специалистсене явăçтарассипе ятарлă мерăсем йышăнни çинчен те асăннă. Ачасене хушма пĕлÿ парас ыйтăва хускатнă.
Министр республикăра професси вăтам пĕлĕвне памашкăн ресурссем çителĕксĕррине палăртнă. ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов вĕренÿ учрежденийĕсен пурлăх никĕсĕ чухăнни çинчен каланă, парламентарисене саккуна тепĕр хут пăхса тухма сĕннĕ.
Федераци Канашĕнче ЧР вĕренÿ министрĕн докладне сÿтсе явнă хыççăн йышăнусем пулнă. Владимир Николаевич каланă тăрăх, тĕслĕхрен, саккунра муниципалитет организацийĕсенче хушма вĕренÿ ĕçне йĕркелеме полномочисене регионсене парасси пирки тÿрлетÿ тумашкăн палăртнă.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии