09:44 30 октября 2013 г.
Хаçатра асăрхаттарнăччĕ («Ç.ç.», октябрĕн 16-мĕшĕ): ял хуçалăх техникине хĕл каçарма лайăхрах юсаса-тирпейлесе лартас тĕлĕшпе районта смотр-конкурс пырать. Октябрĕн 28-мĕшĕнче смотр комиссийĕн пĕр ушкăнĕ (район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕн заместителĕ В.П.Никифоров – председатель, гостехнадзорăн Вăрнарпа Йĕпреç районĕсенчи аслă инспекторĕ И.П.Тимофеев, Агроинновацин Вăрнарти консультаци центрĕн директорĕ Е.М.Алексеев) район тăрăх тĕрĕслеве тухрĕ.
Техникăн Çĕрпелти паркне «Янгорчино» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Г.В.Романов механизаторсемпе калаçнă вăхăтра çитрĕмĕр. Контроль тени кунта хурçă гварди йышĕнче хăйĕнче дисциплина çирĕп пулнинчен лайăх курăнать. Хуçашăн, çапах та, асăрхаттармалли сăлтавсем те тупăнаççех. Патшалăх инспекторĕ, Иван Петрович, управа лартнă улăпла машинăсем çинче тăпраллă е çинçĕк улăмлă вырăнсем тупса тиркешет, резина приводсене пушатма сĕнет. «Ку эрнере Вăрнара республикăри комисси те килсе çитмелле,– терĕ вăл. – Кăтартулăх хамăршăн усса пытăр». «Çумăртан-юр-пăртан сыхламалли мĕнпур техникăна хÿтĕ-хăтлă ангарта вырнаçтаратпăр»,– шантарать Петр Николаевич Черкасов главнăй инженер. «Дон-1500» комбайнсене, выльăх апачĕ тумалли, çĕр улми кăлармалли комбайнсене кĕртсе лартнă. «Донсемпе» ĕнтĕ вун-вуник çул Александр Раковпа Леонид Леонидов кăлтăк курмасăр ĕçлеме тăрăшаççĕ: хурçă ут та, чунли евĕрлех, хăйне савса пăхнине юратать. Петр Николаевич коллегăсемпе тивĕçлипе мухтанма пулатарть. Акă, Геннадий Архипович Семенов, республикăн тава тивĕçлĕ механизаторĕ, «Дон-680» комбайнпа вун икĕ çул запас пайĕсемпе расхутланмасăр ĕçлет. Комбайнăн хăйĕнчен çÿллĕ икĕ урапине виçĕ çул каялла хăйĕн меслечĕпе сапланă, хуçалăхшăн çапла çитмĕл пин тенкĕ перекетленĕ.
«Санар» агрофирмăра Андрей Робертович Петров главнăй инженер тавралла вунпĕр механизатор хĕвĕшет. Пин çурă тăваткал метрлă ангарта машина-трактора пĕтĕмĕшпе ретĕн-ретĕн лартса тухнă. Катаран пăхма та кăмăллă, пырса хыпашласан та тиркешмелли темех тупаймарĕç. Тырпул вырса çапмалли хăватлă комбайнсене (ACROS-530) Владимир Крипчаковпа Алексей Шашков кĕртсе лартнă. «Джон-Дир» йышши тракторсем Олег Яковлевпа Леонид Харитоновăн. ЗИЛ, КамАЗ автомашинăсем... Тĕлĕнтермĕш сеялка та пур. Харăс пĕр тонна вăрлăхпа тепĕр тонна минерал тиет те вĕсене тăпрана варăнтарма çĕрне хăй хатĕрлет (умĕн сухапуç кĕртме кирлĕ мар), ултă метр анлăшĕпе акать. Кунашкал сеялкăсем республикăра иккĕ кăна-ха.
Карл Маркс ячĕпе хисепленекен хуçалăхри автопаркра пире эп тахçантан пĕлнĕ Рафик Миназетдинович Юсуповпа унăн çумĕ Геннадий Александрович Иванов механик кĕтсе илчĕç. Рафика председательте чухне Михаил Афанасьевич Афанасьев ял хуçалăх академинче (халь çапла калаççĕ) суйласа тупнă. Ăна чунтан хисеплесе ырлатчĕ. Ăна, главнăй инженера, юлташĕсем тăванла кăмăллани, çур сăмахран ăнланни курăнать. Условисем кунта начартарах. Тухма-кĕме çул япăх. Йыш çăрăлакан пылчăкран хăтăлас ĕмĕтлĕ: кăçалхилле кĕркунне ытла кансĕр-çке. Техника валли виткĕçлĕ çурт-хуралтă çук. Тракторсем вун тăваттă. Автомашинăсем улттă. Комбайнсем тăваттă. Гварди, юрать-ха, юнтармасть, хастар ĕçлет. Тырпул тухăçĕпе районта кăçал та Çавалкассем мала тухрĕç. «Смотр задачисене, шутланă пекех, ку эрнере пурнăçласа вĕçлетпĕр»,– терĕ Р.Юсупов. Механизаторсем пултаруллă: Э.Абрамов, А.Осипов, И.Григорьев, А.Григорьев, В.Степанов, С.Кириллов, С.Петров, С.Степанов, В.Михайлов, А.Романов, Л.Христанов – ак мĕнле çынсем çинче тытăнса тăраççĕ ÿсĕмлĕ утăмлакан пирĕн хуçалăхсем.
М.ВАСИЛЬЕВ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии