Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ÿсĕмлĕ ĕçленĕ

09:40 30 октября 2013 г.

Депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Тĕп ыйтупа унта районăн кăçалхи тăхăр уйăхри социаллă пурнăçĕпе экономика кăтартăвĕсене пăхса тухнă.

Район администрацийĕн экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Нина Волкова промышленность отраслĕнче тавар туса кăларасси тата сутасси ÿснине палăртнă: иртнĕ çулхи ку тапхăртинчен 60 процент ытларах. Пĕтĕмпе 9 миллиард та 688 миллион тенкĕлĕх тавар ăсатнă.

«Вурнары Завод СОМ» тулли мар яваплă обществăра продукцие икĕ хута яхăн ытларах ăсатнă. Ку заводра реконструкци ĕçĕсем хыççăн йÿçек сĕт продукчĕсен çĕнĕ производство линине хута янипе çыхăннă. Вĕсене «Белоусовы» суту-илÿ маркипе кăлараççĕ.

Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче тавара сутассине 12 процент ÿстернĕ, Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче – 64 процент.

Депутатсем экономикăн тата социаллă пурнăçăн мĕнпур сферине сÿтсе явнă. Халăха медицина пулăшăвĕ парасси, шкул ачисене учебниксемпе тивĕçтересси пирки калаçнă.

Ларура район бюджетне ÿстерме йышăннă. Депутатсем тупăш пайне 785 пин тенкĕлĕх пысăклатнă. Ку суммăран 595 пин тенки граждансене çĕрĕшнĕ çурт-йĕртен куçарас ĕçе кайĕ. Республика бюджетĕнчен 240 пин тенкĕ пырса кĕнĕ, ку Чăваш ен Пуçлăхĕ Вăрнарти 2-мĕш шкула тата педагогсене хавхалантарма уйăрнă грант. Çавăн пекех республикăран конкурсра çĕнтернĕшĕн Чăрăшкас Хирлеп клубне юсама 150 пин тенкĕ килсе çитнĕ.

Депутатсем çавăн пекех бюджет сферин уйрăм категорийĕнчи ĕçченсен – физкультурăпа спорт, культура, массăллă информаци хатĕрĕсенче, муниципаллă тивĕçтерÿсем парас сферăра тимлекенсен – шалăвне 5,5 процент ÿстерессине йышăннă. Çавăн пекех районăн централизациленĕ бухгалтерийĕн ĕçченĕсен те шалăвĕ ÿсĕ.

Район администрацийĕн сайтĕнчен.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика