Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çирĕп ыйтмалла

09:04 30 октября 2013 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев тунти кунсеренхи черетлĕ планеркăна иртнĕ эрнери мероприятисене тишкернинчен пуçланă. Тĕп пулăмсенчен пĕри – ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ. Леонид Григорьевич малашне кунашкал мероприятисене ирттернĕ чухне шута илмелли самантсене палăртнă.

Муниципаллă контрактпа заказсене пурнăçламанни е кирлĕ пек пурнăçламанни тĕлĕшпе çивĕч калаçу пынă. Кунашкал контрактсем электронлă аукционсен пĕтĕмлетĕвĕпе çырăнаççĕ. Шел те, тепĕр чухне подрядчиксем хăйсен тивĕçне пурнăçламаççĕ. Тĕслĕх шырама инçе кайма кирлĕ мар – Вăрнарти Владимирски урамра нумай ачаллă çемье валли çурт çĕклеме акционерсен «Кровля» хупă обществипе 2,7 миллион тенкĕлĕх контракт çырнă. Икĕ хутлă çурта подрядчикăн иртнĕ çулах хута ямалла пулнă, анчах объект пĕрремĕш хутран ытлашши хăпарман. Администрацин йĕркелÿ, кадр ĕçĕсен тата юридици службин пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Татьяна Филиппова пĕлтернĕ тăрăх, Вăрнар хула поселенийĕ суда тавăç тăратнă. Чăваш Республикин Арбитраж сучĕ май уйăхĕнче «Кровля» обществăна муниципаллă контракта пурнăçлама тата 365,4 пин тенкĕ пени тÿлеме хушнă. Хальхи вăхăтра суд аппеляци инстанцине пăхса тухассипе ĕçлет.

Пăртас ял поселенийĕн администрацийĕ «Дорстрой» тулли мар яваплă общество Вăтам Çавал çинчи плотинана тĕпрен юсассипе муниципаллă контракта вăхăтра пурнăçламан пирки суда тухнă. Контракт сумми 4,7 миллион тенкĕпе танлашать. ЧР Арбитраж сучĕ организацирен 553 пин тенкĕ пени шыраса илме хушса çырнă.

Вăрнарти 1-мĕш шкул администрацийĕ «Мастер» тулли мар яваплă общество спортзалăн тата акт залĕн çемçе тăррине япăх тунипе кăмăлсăр. Тăрă юхтарнă пирки çуртăн стенисем япăхнă. Суд пурлăха сиен кÿнĕшĕн подрядчика шкула 150 пин тенкĕ тÿлеме хушнă.

Район администрацийĕн çĕр лаптăкĕсене, муниципаллă пурлăха арендăна парассипе ÿпкев пур.

Леонид Николаев килĕшÿ условийĕсене пăхăнманнисем тĕлĕшпе çирĕп пулмаллине асăрхаттарнă. Çавăн пекех вăл ку эрнери плансемпе паллаштарнă – Кÿлхĕрринче фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлĕ, Призывник кунĕ иртĕ, амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене парĕç т. ыт.те.

Л.ИВАНОВА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика