10:04 28 октября 2013 г.
«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ В.А.ГОРБУНОВ
– Çанталăка кура, Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне халăхпа районта пухăнса паллă тăвассине кăштах каярахри вăхăта хăварма тиврĕ. Халь ĕнтĕ уй-хир ĕçне-хĕлне вĕçлерĕмĕр, çулталăкри лару-тăрăва аслă пухусенче тишкеретпĕр. Вячеслав Анатольевич, пĕтĕмĕшле итогсемпе хаçата вулакансене паллаштарар-ха.
– Чăнах та çав, ял хуçалăхĕнче кăçал çăмăл мар. Çуркунне хăш-пĕр лаптăксене çĕнĕрен акрăмăр. Çулла типĕ тăчĕ. Кĕр йĕпе килчĕ. Çапах та, ял хуçалăх çулне япăх мар кăтартусемпе вĕçлетпĕр. Тырпул 15444 гектар çинче турăмăр. Иртнĕ çулхинчен 2000 гектар нумайрах. Çĕр улми 986 гектар, пахча çимĕç 10 гектар, хăмла 22 гектар лартнă, 2027 гектар кукуруза акнă, 1200 гектарĕнчен тĕшĕлĕх вырса çапнă. Акара элитлă, кондициллĕ вăрлăхпа усă курма тăрăшатпăр. Тĕш тырăпа пăрçа йышшине 29100 тонна тунă. Вăтам тухăç 20,7 центнерпа танлашать. Карл Маркс ячĕпе хисепленекен хуçалăхра пысăкрах – 29 центнер ытларах. Паха тухăçлă хуçалăхсем: «Санары» агрофирма – 25 центнер, «Знамя» – 24,6 центнер, «Янгорчино» – 24 центнер, А.Я.Игнатьевăн хресчен-фермер хуçалăхĕ – 23 центнер.
Çĕр улми 12003 тонна пухса илнĕ. Гектар тухăçĕ – 150 центнер. Чи пысăкрах кăтарту «Санарăн» – 215 центнер. Михаил Ермолаевич Тарасов хресчен-фермер хуçалăхĕнче 10 гектар купăста лартса турĕç. Паха пуç 300 тонна шучĕпе касса илнĕ. ООО «Агрохмель» (Борис Николаевич Семенов) 24,2 тонна хăмла турĕ (гектар тухăçĕ – 11 центнер).
– Акционерсен «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» обществин ĕçĕ-хĕлĕпе Республика Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев хытă интересленсе тăрать. Ку уйăхра унта çак кунсенче тепре килсе кайрĕ. Предприяти мĕнле аталанса пыни Михаил Васильевича килĕшет пулас...
– Паха, çĕнĕ опытпа, паллах, ытти хуçалăхсене те хĕçпăшаллантарас килет. Комбинат ял хуçалăх секторне анлăлатрĕ. Кăçал 1200 гектар тĕшĕлĕх кукуруза акрĕ. Гектартан 50-шар центнер пухса илчĕç. Республика Пуçлăхĕ вăрнарсен опытне Чăваш енре анлăраххăн сарасшăн.
Районти хуçалăхсем кăçал тырпул уй-хирне 3284 тонна минераллă удобрени хывнă. Гектар пуçне 53 килограмм тивет – пĕлтĕрхинчен 7 килограмм ытларах. Ку тĕлĕшрен аш-какай комбиначĕ, «Мураты» СХПК пуçаруллă. Вĕсем йÿçек çĕрсене извеçлессипе те аван ĕçлеççĕ.
Кĕр тыррисене 4475 гектар акса ĕлкĕртĕмĕр. 9160 гектар кĕр сухи тунă. Иртнĕ çулхинчен икĕ хут ытларах – 102 миллион та 840 пин тенкĕлĕх техника çĕнĕрен туяннă, çав шутра хăватлă комбайнсем 8, урапаллă тракторсем 6. Кĕске вăхăтра сехетре 50 тонна тырă типĕтекен сушилка хута янă.
– Кăштах выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусене асăнар-ха.
– Аш-какай туса илессине 21,4: ÿстертĕмĕр – 2342 тонна тунă. Сĕт тăвассипе аш-какай комбиначĕ, «Янгорчино», «Мураты», «Броневик» ăнăçлă ĕçлеççĕ. Шел пулин те, ĕне выльăхпа сыснасен шутне чакаракансем пулчĕç. Мерăсем йышăнатпăр, паллах. Фермăсене хĕл каçарма 5380 тонна утă, 18824 тонна сенаж, 22506 тонна силос хатĕрленĕ. Выльăх пуçне (апат единиципе условнăй) 29,4 центнер тивет.
Аграрниксем тăхăр уйăхра 45,4 миллион тенкĕлĕх тупăш турĕç. Çак вăхăтра АПК-на патшалăхран 91 миллион тенкĕ уйăрса пулăшнă. Уйрăм хуçалăхсене 97 миллион тенкĕлĕх 510 кредит панă. Сĕт завочĕ ăнăçлă, ÿсĕмлĕ аталанса пырать, 36 тĕрлĕ продукци тăвать. Модернизацие инвестици шучĕпе 32 миллион тенкĕ хывнă. «Ялăн социаллă аталанăвĕ» программăпа тимлесе ĕçлетпĕр.
Ялсен, агропромышленноçăн хастар ĕçченĕсене, районти мĕнпур ĕçченсене, ятлă-сумлă ветерансене праçник ячĕпе саламласа ырлăх та сывлăх сунатăп!
М.ВАСИЛЬЕВ калаçнă.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии