Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вăхăтра тÿлемен

09:48 23 октября 2013 г.

Вăрнар район прокуратури «Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тĕрĕслевсем ирттернĕ май ĕç саккунĕсене пăснă чылай тĕслĕхе тупса палăртнă.

Хирпуç ялĕнче пурăнакан хĕрарăм хăйĕн мăшăрĕн тата çула çитмен ывăлĕн ĕç прависене хÿтĕлеме ыйтса кăçалхи август уйăхĕнче район прокуратурине килнĕ. Сăлтавĕ – хуçалăх администрацийĕ вĕсене чылай вăхăт ĕç укçи тÿлеменни. Ыйтура пĕлтерни тĕрĕслев вăхăтĕнче пĕтĕмпех çирĕпленнĕ, кунсăр пуçне ытти çитменлĕхсем те тупăннă.

Прокуратурăран пулăшу ыйтнă хĕрарăмăн çула çитмен ывăлĕ ку организацире июнь–июль уйăхĕсенче ĕçленĕ. Анчах ертÿçĕ унпа ĕç условийĕсем пирки тата тÿлев виçи çинчен сăмахпа калаçса татăлнă та, РФ Ĕç кодексĕн 57, 68-мĕш статйисене пăхăнмасăр, ĕç килĕшĕвĕ çырман, ĕçе илни çинчен хушу кăларман.

Çула çитмен çамрăка, ыттисене пекех, ĕç укçине саккунпа килĕшÿллĕн икĕ хутчен мар, пĕрре кăна тÿленĕ. Ĕç укçине памалли вăхăта предприяти ятарлă документсемпе çирĕплетмен. «Победа» хуçалăхра тимлеме пăрахсан та çамрăкăн хăйне пĕтĕмпех тÿлесе татасса уйăх ытла кĕтме тивнĕ.

Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх район прокуратури «Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă, çитменлĕхсене пĕтерме хушса тата саккуна пăснă тĕслĕхсем малашне пулмалла марри çинчен асăрхаттарса предприяти ячĕпе представлени тăратнă.

Е.БОРОДИНА,

Вăрнар район прокурорĕн

помощникĕ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика