09:44 23 октября 2013 г.
Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕ ведомство директивине, РФ Президенчĕ Федераллă Пухăва янă Уçă çырăвĕнче йĕрке хуралçисем умне тăратнă ыйтусене, РФ Шалти ĕçсен министрĕн хушăвĕсене, преступноçпа кĕрешессине ÿстерессипе йышăннă комплексла мерăсене пурнăçа кĕртсе пырассипе тимлет. Çавăн пекех терроризма, йĕркеленĕ преступноçа, коррупцие, наркотиксене хирĕç кĕрешес енĕпе тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттерет.
Кăçалхи январь – сентябрь уйăхĕсенче «Вурнарский» пай асăрхавĕнчи территорире 369 преступление регистрациленĕ. Элĕк районĕпе киревсĕр ĕçсен шучĕ чакни (20,6 :) курăнать пулсан, хамăр районта 13 : ытларах çырăннă. Ÿсĕм, тĕпрен илсен йывăр мар преступленисем нумайланнипе çыхăннă. Çав вăхăтрах йывăр преступленисем 20,6 процент тата уйрăмах йывăр преступленисем 41,7 процент сахалланнине лайăх кăтарту тесе шутлатпăр. Çынсен сывлăхне йывăр тата вăтам йывăр сиен кÿнĕ, хĕрарăмсене мăшкăлланă, хваттерсене çаратнă тĕслĕхсем, ултавлă ĕçсем, обществăлла вырăнсенче тунă киревсĕрлĕхсем те унчченхинчен самай чакнă.
Тăхăр уйăхра пĕтĕмпе йĕрке хуралçисем 359 преступление уçса парса, тишкерсе суда ярса панă. Преступленисене уçса параслăх шайне те ÿстерме пултарнă – 87,6 процента çитернĕ. Кунсăр пуçне унчченхи тапхăрсенче «тĕттĕм юлнă» 38 киревсĕр ĕçпе айăплисене палăртнă, иртнĕ çулсенче тунă 11 преступление те уçса панă. Сăмахран, тĕрлĕ районсенче больницăсенче тата суту-илÿ учрежденийĕсенче ют пурлăха вăрласа çÿренĕ арçынна Вăрнарта çулса илме май килнĕ. Ăна тытса чарма пулăшнă Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн хуралĕн пуçлăхне (шалти ĕçсен пайĕн пенсионерне) Олег Ефремова оперативлă канашлура Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министрĕн заместителĕ Олег Яковлев тав туса парнепе хавхалантарчĕ.
Çак тапхăрта экономика енĕпе икĕ районта 51 преступление (21,4 процент ытларах) палăртнă. Çав шутра – взятка илнĕ 10 тĕслĕх.
Районта наркотиксене сарассине чарасси тата çамрăксем ку усала явăçассине асăрхаттарасси – пай ĕçĕ-хĕлĕн тĕп енĕсенчен пĕри. Ку тĕлĕшпе преступленисене пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен икĕ хут нумайрах регистрациленĕ – пĕтĕмпе 8. Сакăр çынна административлă явап тыттарнă. Саккунсăр майпа хĕç-пăшал тытакансене тупса палăртассипе те çирĕп мерăсем йышăннă. 9 уйăхра – тăватă преступлени.
Шалти ĕçсен республикăри министрĕн заместителĕ Олег Яковлев пĕтĕмлетÿллĕ канашлура «Вурнарский» пай коллективĕ, тĕпрен илсен, тăхăр уйăхри кăтартусемпе лайăх хаклава тивĕçнине пĕлтернĕ. Апла пулин те кăткăс ыйтусем те пур-ха. Сăмахран, ÿсĕрле тунă преступленисен шучĕ 27,6 процент пысăкланнă. Ÿсĕм – каллех хамăр районта, Элĕкре ку кăтарту чакнă. Çак ушкăнри киревсĕр ĕçсене асăрхаттарас тĕллевпе административлă саккунсемпе пур енлĕн усă куратпăр. Килте хатĕрлесе алкогольлĕ шĕвексене сутнă 44 çынна явап тыттарнă. Пĕтĕмпе вара алкоголе хирĕçле саккунсене пăснă 1016 тĕслĕх пулнă.
А.Губанов,
Раççей Шалти ĕçсен министерствин
муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕ
полици подполковникĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии