09:32 23 октября 2013 г.
Кăçалхи май уйăхĕнче Чăваш Республикин Общество палатин çĕнĕ йышне Калининăри вăтам шкул директорне Т.П. Ефимовăна та кĕртнĕ. Вулакансем ыйтнипе унпа пирĕн штатра тăман корреспондент Валерий КОШКИН курса калаçнă.
– Татьяна Павловна, республикăри шкулсенчи директорсем хушшинче Эсир çак пысăк чыса тивĕç пулнăран чăн малтанах Вăрнар районĕнче пуçаруллă та ăста педагогсем ĕçленине палăртма кăмăллă. Ялйыш каланă пек, туртакан лав çине тиесех тăраççĕ те, халăхăн вара палата ĕçĕ çинчен анлăрах пĕлес килет.
– «Чăваш Республикин Общество палати» саккунпа килĕшÿллĕн саккунсем, республика аталанăвĕшĕн йышăннă программăсем мĕнлерех пурнăçланса пынине, тĕрлĕ шайри влаç тытăмĕсем право ыйтăвĕсемпе еплерех ĕçленине халăх шухăшне тĕпе хурса тата тишкерсе пăхса тухатпăр, тĕрлĕ эксперт комиссийĕсен ĕçне хутшăнатпăр. Палатăра 21 çын. Ăна Леонид Шимин ертсе пырать. Виçĕ комисси: экономика аталанăвĕн (ертÿçи – Ирина Письменская), культура, вĕрентÿ, этноконфесси хутшăнăвĕсемпе информаци политикин (Алексей Судленков) тата социаллă ыйтусемпе, граждансен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекенни (Александр Дельман). Мана иккĕмĕш комиссие суйларĕç.
– Камсем кĕреççĕ-ха çак комиссие;
– Ăна Шупашкарти электромеханика колледжĕн директорĕ Алексей Судленков ертсе пырать. Унсăр пуçне кунта – Николай Казаков композитор, ял хуçалăх академийĕн преподавателĕ Валерий Егоров, Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультечĕн деканĕ Олег Миронов, «Культурăсен диалогĕ» обществăлла организацинчен Мансур Хайбуллов, ИТАР-ТАСС корреспонденчĕ Валентина Иванова, православи епархийĕнчен Николай Иванов, Раççей Геройĕ Евгений Борисов. Паллă та сумлă ятсем, хастар çынсем.
– Халăх шухăш-кăмăлĕ, паллах, вĕсен ыйтăвĕсенчен, çырăвĕсенчен лайăх курăнать…
– Граждансене график тăрăх та йышăнатпăр. Ыйтусене пĕтĕмлетсе кашни уйăхрах пухăнса канашлатпăр, вăраха ямасăр пăхса тухмаллисене çийĕнчех татса пама тăрăшатпăр, влаç органĕсемпе, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе, право йĕркине хÿтĕлекен органсемпе çыхăнатпăр, хаçат-журнал урлă чан çапатпăр. Хăш-пĕр ыйтусемпе, калăпăр, кил-çурт тата коммуналлă хуçалăх тавра тата хĕле кĕтсе илессипе, яваплă хуçасене чĕнтерсе çивĕч калаçу пулса иртрĕ. Наципе культура организацийĕсен ĕçне-хĕлне аталантарас ыйтăва та вăхăтра пăхса тухрăмăр. Планра – промышленность, ял хуçалăх аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусем.
– Татьяна Павловна, пĕтĕмĕшле патшалăх экзаменĕсем (ЕГЭ) халăхра тĕрлĕрен сас-хура кăлараççĕ. Хăшĕ тĕрĕс – пĕлме йывăр.
– Вырăнта тăпăртатса тăни килĕшÿллĕ мар: пĕлÿ парассине те, ăна хак парассине те малалла аталантармалла, обществăлла тĕрĕслекенсене активлăрах хутшăнтармалла. Хам енчен çакна пĕлтересшĕн. Кăçал пирĕн шкултан вĕренсе тухнă 32 яш-кĕрĕмрен вун виçĕ çын медицина институтне вĕренме кĕчĕç. Хими тата биологи предметне амăшĕн çулне тивĕçлипе малалла тăсакансем Лариса Ласкинăн, Галина Ласкинăн тÿпи пысăк, чăннипе тарăн пĕлÿ параççĕ. Ачасем илнĕ баллсем ăнсăртран мар.
– Çут çанталăка упрас ыйтусем хумхантараççĕ-и палата ĕçченĕсене;
– Паллах. Ыйтăва пăхса тухнă чух эпĕ те районти шкулсен паха опычĕпе паллаштарма тăрăшатăп. Калинино заказникĕ, Кÿлхĕрри кÿлли, Правай çăлкуçĕ е ытти паллă вырăнсем ачасене тăван тавралăха юратма, упрама çĕклентереççĕ.
– Вулакансене кăсăклантаракан тепĕр ыйту пур. Ку вăл – ашшĕ-амăшĕ чĕрĕ чухнех тăлăх шутланакан ачасем.
– Кăштах аякран пуçлам-ха. Телевизор пăхатăн та – паянхи чи пысăк телей Пугачевăпа Галкинăн ар çыхăнăвне кăмесĕрех ют варта тĕвĕленнĕ йĕкĕрешсем иккен. Суррогатлă амăшĕсенчен пулнă хĕрсене кайран хăйсене ача çуратма Турă пÿрмен-тĕк, чуста çăрса тунă Пÿрнескесенче-ши çĕр шыв пуласлăхĕ; Укçи-тенки юхать пулсан, ача-пăча çурчĕсене ытларах пулăшсан сăваплăрах мар-ши, тесшĕнччĕ те – çĕршыва тытса пыракан идеологи çук тапхăрта сенкер экран çинчен кайма пĕлмен артистсен хăтланкаларăшĕсем çамрăксене мĕне вĕрентме пултараççĕ-ха; Ăçтарах çухалнă-ши хĕрсемпе хĕрарăмсен сăпайлăхĕ; Юрăсенчи сăмахсем еплерех тата: «Ытала мана, ултала мана».
Тепĕр аскăнчăкĕ чипер арçын тĕл пулнă та унран ним те мар хĕр çуратасшăн имĕш. Кам пăхса-тăрантарса ÿстерĕ вĕсене – ку вĕсене пăлхантармасть. Вĕсем пăнчă лартаççĕ, ĕçĕ пĕтнĕ – обществăн тертленмелле.
Республикипе илсен пирĕн 4 500 тăлăх ача, вĕсенчен 400 инвалид, çулсерен хĕрĕхшер ачана усрава илеççĕ, кăçал 20 ача ытла çемьесенче пурăнма тытăннă, анчах та вĕсен хушшинче инвалидсене йышăнни çук. Елчĕк районĕнче вара пĕр тăлăх та çемье ăшшисĕр юлман.
– Пирĕн тăрăхра еплерех-ши лару-тăру;
– Сăмахран, районти 32 инвалид-ачаран иккĕшĕ пирĕн шкулта вĕренет. Учительсем вĕсем патне пĕлÿ пама киле çÿреççĕ.
– Тăлăхсене илес пулсан вара...
– Кун пекки ĕмĕрте пулман – пирĕн шкултах вĕсем саккăрăн. Шкулта 400 ача вĕреннĕ вăхăтра та сайра чухне пĕрре-иккĕ çеç пулнă. Ачисен айăпĕ çук, ашшĕ-амăшĕ тăрлавсăр пулнăран, ытларах чухне вĕсем ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхнĕрен, çавна май ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнăран е урăх сăлтава пула нушаланаççĕ. Тăлăхсемсĕр пуçне начар пурăнакан çемьесенчи 30 ачана вĕри апат тÿлевсĕр çитеретпĕр.
– Тен, йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ачасене хÿтĕлекен ырă тĕслĕхсем те сахал мар.
– Общество палатинче ĕçлекен Валентина Иванова журналист палăртнă тăрăх, пурте Калининăри учительсем пек пулсан, республикăра пĕр тăлăх ача та юлман пулĕччĕ. Ÿстерсе калани мар ку. Дина Георгиевна Петрова социаллă педагог икĕ арçын ачана хăй хÿтлĕхне илнĕ. Надежда Николаевна Степанова учительница шефа илнĕ ача халĕ те ăна тăван амăшĕ вырăнне хурать. Информатика вĕрентекен Валерий Николаевич Савельев хăйсен хĕрĕсем ура çине тăрса хулана тухса кайнă май мăшăрĕпе пĕрле Шупашкарти интернатран çуллахи каникула тесе пĕртăван ачасене хăйсем патне йышăннă, пĕри çитĕнсе вĕренме кайнă ĕнтĕ, икĕ арçын ачана халĕ хăйсен килĕнче ÿстереççĕ. Ăста педагогпа пĕрле пултаруллă ачасем техникăна алла илме хăнăхаççĕ, ачаран ял хуçалăх ĕçне çыпăçаççĕ. «Кивĕ мотоблока çĕннипе улăштарасшăнччĕ, – тет учитель, – хăйсемех çÿремелле тунă».
– Апла пулсан, республикăра кун пек хастарсем тупăнсан общество майĕпен сывалма пуçлассине ĕненме юрать.
– Çак тĕллевпе ĕçлет те ĕнтĕ Общество палати, халăх нуши-тертне, вĕсем çĕклекен йывăр ыйтусене вара патшалăх шайĕнче татса парас тесе тăрăшатпăр.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии