09:31 23 октября 2013 г.
Тунти кун кăнтăрла районти право хуралĕн органĕсене хăрушă хыпар пĕлтернĕ: Хапăсри пĕр хуçалăхра тÿрех тăватă çын виллине тупнă мĕн. Районсем хушшинчи Çĕмĕрлери следстви пайĕн информацийĕ тăрăх, вĕсем – 49-ти кил хуçипе 47-ри арăмĕ тата икĕ пĕлĕшĕ – ку ялтах пурăннă 47-ри тата 52-ри арçынсем. Инкек тĕлĕшпе следстви пайĕ малтанхи тĕрĕслев ĕçĕсем ирттерет.
Хальлĕхе палăртнă тăрăх, сывламасăр выртакан виçĕ арçынпа хĕрарăма çак киле кĕрсе тухнă ял çынни пĕрремĕш асăрханă. Кил хуçин вилли тĕпелте газ кăмаки патĕнче пулнă, ыттисен – залти кравать-диван çинче. Çуртра ирттернĕ тишкерÿ вăхăтĕнче тĕтĕм çулĕсем çĕтĕксемпе хупланса ларни курăннă. Пÿлĕмсенче сĕрĕм газĕ пуçтарăнса тăма, çакă тăватă çын пурнăçне татнă хăрушă инкекĕн сăлтавĕ пулма пултарнă тесе шутлаççĕ.
Çуртра вăрçни-харкашнин йĕрĕсем çук, йĕркене пăсман.
Синкер мĕнле майпа пулса иртнине уçса пама следовательсем малалла ĕçлеççĕ. Судпа медицина экспертизине палăртнă, ытти тĕрĕслевсем пыраççĕ. Вĕсен кăтартăвĕсем тăрăх процессуаллă йышăну кăларĕç.
И.СЕРГЕЕВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии