Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тĕллев – çынсен пурнăçне лайăхлатасси

09:28 23 октября 2013 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ Представителĕ Михаил Бабич тата Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрнери «Ядринмолоко» АУОна çитсе курнă.

Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче хута кайнă çĕнĕ заводра талăкра 200 тонна таран сĕт тирпейлеççĕ. Кунта паха чĕр тавартан 50 ытла тĕрлĕ продукт кăлараççĕ. Заводра хальхи йышши çĕнĕ оборудовани вырнаçтарни ĕç тухăçлăхне ÿстерет. Çакна цехсенче пулнă май Михаил Бабич та курса пысăк хак панă.

– Предприяти хăвачĕ пысăк, унта чĕр таварпа кăна усă курни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Инвесторсем çак завода укçа-тенкĕ хывса йăнăшман. Халĕ вăл федерацин Атăлçи округĕнче чĕр таварпа ĕçлекен чи хăватлă заводсенчен пĕри. Ял хуçалăх темине Чăваш енре сÿтсе явни те ăнсăртран мар: сирĕн республика ку енĕпе япăх мар ĕçлет,– палăртнă Михаил Бабич.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх аграри секторне витĕмлĕ пулăшу панине пĕлтернĕ. Ку енĕпе тĕллевлĕ программăсем ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене ÿсĕмлĕ ĕçлесе пымашкăн тивĕçлĕ условисем йĕркеленине уйрăммăн палăртнă.

Михаил Бабич Етĕрнерен Шупашкара вертолетпа çитнĕ. Б.Хмельницкий урамĕпе çыхăнтаракан Сад районĕн проекчĕпе паллашнă. Вăл кивĕ çуртсенчен çĕнĕ хваттерсене куçакансене, 5 ача тата унтан ытларах çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне, тăлăххăн ÿснисене ку районта пурăнмалли вырăнпа мĕнлерех тивĕçтерессипе кăсăкланнă.

М.Бабич тĕп хулари Ленинград урамĕнчи 36-мĕш çуртра вырнаçнă нумай тĕллевлĕ центра та кĕрсе курнă.

Правительство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан органĕсен территори тытăмĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Раççей Президенчĕн халăха электрон мелпе патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ парасси çинчен калакан указне Чăваш енре мĕнлерех пурнăçланипе кăсăкланнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку енĕпе влаç органĕсен ĕçĕнче паха опыт пухăнни пирки каланă.

Эрне кунах М.Бабич Раççей шайĕнчи «Спорт туризмĕ» фестивальте çĕнтернĕ çамрăксемпе тĕл пулнă.

Сăлтавĕ пирĕн спортсменсем çĕршыв ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннинче кăна мар: федерацин Атăлçи округĕнче, çавăн пекех Чăваш енре, туризма аталантарассипе чылай ĕç пурнăçлаççĕ. Спорт туризмĕ çинчен калаçнă та тĕл пулура.

«Çамрăксемпе тĕл пулма эпĕ яланах хавас, çĕнтерÿçĕсемпе курса калаçма пушшех кăмăллă,– тенĕ Михаил Викторович. – Пирĕн округра туризма аталантарасси – тĕп тĕллевсенчен пĕри, ку енĕпе темиçе проект пурнăçланать. Чăваш Республики чылайăшне хастар хутшăнать, сирĕн çитĕнĕвĕрсем те пысăк, çакна юлашки çĕнтерÿ те çирĕплетет». Сумлă хăна çавăн пекех 2014 çултан спорт туризмне аталантарас тытăма вăйлатассине, шкулсенче тата институт-техникумра уйрăм секцисем йĕркелессине палăртнă.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та спортсменсене республика чысне тивĕçлĕн хÿтĕленĕшĕн тав тунă.

Тĕл пулура Чăваш енĕн пĕлтерĕшлĕ командин ертÿçи, ачасене хушма пĕлÿ паракан «ЮНИТЕКС» центрĕн аслă методисчĕ Зинаида Филимоненко Сочие мĕнле кайса килни çинчен каласа панă. Пирĕн ентешсем нихăш ăмăртура çухалса каймарĕç, хăйсене тивĕçлĕ тытрĕç, пур йывăрлăха çĕнтерсе малалла талпăнчĕç», – хавасланнă çамрăк ертÿçĕ. Чăваш патшалăх университечĕн студенткишĕн Марина Афанасьевăшăн вара йĕпе-сапа пĕрре те чăрмав пулман. «Чăн-чăн тупăшу»,– терĕ спорт ориентировкин ăмăртăвĕнче пĕрремĕш тухнă пике.

ЧР спорт туризмĕн федерацийĕн президенчĕ Владимир Атачкин калаçăвĕнчен çакна пĕлтĕмĕр: пирĕн республикăра спорт туризмĕпе 3000 яхăн çын кăсăкланать. 2011 çултанпа Чăваш енре шкул ачисен «Туриада» ăмăртăвĕ, тĕрлĕ чемпионат иртет. Пĕлтĕр «Эпĕ туризма суйлатăп» проект пурнăçланма тытăннă, çавăнпа малашне спорт туризмĕ енĕпе 12 турнир йĕркелеме палăртаççĕ.

Тĕл пулу вĕçĕнче РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочилле представителĕ Михаил Бабич масăллă спорта, уйрăмах туризма, аталантарас енĕпе пурте пĕрле вăй хурса ĕçлемелле тесе пĕтĕмлетнĕ. Спортсменсем Михаил Бабичпа Михаил Игнатьева ылтăн карабинпа алла çыхмалли талисман парнеленĕ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика