Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Бассейн хăçан пулĕ?

08:55 21 октября 2013 г.

Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнчи Пĕрлехи информаци кунĕнче граждансенчен йышăннă ыйтусем çине хуравсем панă. Çав шутра Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул директорĕ С.Ильин поселокра бассейн тăвасси пирки ыйтнине хуравласа Чăваш ен Спортминĕ çапла пĕлтернĕ: министерство Вăрнар поселокĕнче патшалăх тата уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн никĕсĕ çинче шывра ишмелли бассейн тăвас ыйтупа канашлу ирттернĕ. Унта Вăрнар райадминистрацийĕн, «Август» фирма тата ЧР Экономика аталанăвĕн министерствин представителĕсем хутшăннă.

Канашлура бассейн строительстви валли укçа уйăрмалли икĕ вариант сĕннĕ: «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин социаллă проекчĕпе килĕшÿллĕн тата патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн никĕсĕ çинче. Канашлу пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса район администрацине поселокра ЧР Стройминĕн экспертизи витĕр тухнă проект документацийĕпе килĕшÿллĕн шывра ишмелли бассейн тума пуçлас ыйтăва тишкерме сĕннĕ. «Август» фирма патшалăхпа пĕрле бассейн валли кирлĕ укçан пĕр пайне уйăрма хатĕррине палăртнă.

Хальхи вăхăтра Вăрнар районĕн администрацийĕ тивĕçлĕ килĕшÿ тумалли конкурс документацине хатĕрлет.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика