08:47 21 октября 2013 г.
Ют чĕлхене кĕнеке тăрăх вĕренни пĕрре, мĕн çуралнăранпа унпа калаçакан çынран илтни-пĕлни вара тата хаклăрах. Вăрнарти 1-мĕш шкулта пĕлÿ пухакансен акă ку эрнере тĕрлĕ халăх çыннисемпе курнăçса куçа-куçăн калаçма, хăйсен акăлчан чĕлхин пĕлĕвне тÿрĕ калаçура тĕрĕслеме май пулчĕ. Поселокри çак шкул кĕçнерни кун тÿрех пилĕк çĕршывран килсе çитнĕ хăнасене – Франципе Германи, Албанипе Афганистан, Финлянди çыннисенчен пухăннă волонтерсен ушкăнне – йышăнчĕ.
Тĕлпулу чĕлхесен Шупашкарти фестивалĕн йĕркипе иртрĕ. Ку фестиваль, йăлана кĕнĕ тăрăх, çулсеренех чĕлхесене юратакан çынсене, шкул ачисемпе студентсене, вĕрентекенсене пĕрле пуçтарать. Ун йĕркипе тĕрлĕ халăх çыннисем пĕр-пĕринпе паллашаççĕ, ют чĕлхесене ытларах вĕренме хавхаланаççĕ тата ытти те.
Çавăнпа та волонтерсем хальхинче Вăрнара килме май тупни – тĕлĕнмелле ăнăçу. Ачасемшĕн тĕлпулу урăх çĕршыв чĕлхин вăрттăнлăхĕсене кăна мар, йăли-йĕркипе культурине тата пурнăçне уçса паракан хăйне евĕрлĕ «чĕрĕ» урок пулни каламасăрах паллă.
Волонтерсем – Реми французпа Йоханнес Пе нимĕç, Глейди Флоку албанец, Йокко финн тата афган çĕрĕн хĕрĕ Амира Кадырова – аслă ÿсĕмри вĕренекенсемпе пилĕк класра ылмашăнса уроксем ирттерчĕç. Чăваш патшалăх университетĕнче психолога вĕренекен вун тăххăрти Амира ислам çĕршывĕнчи пурнăçпа паллаштарнипе çамрăксем уйрăмах тимлесе кăсăкланчĕç. Сакăр чĕлхе пĕлекенскер вăл вырăсла та хитре пуплет, чăвашла та вĕренме тытăннă иккен. Вăл нихăçан та шкула çÿременнине (тĕн саккунĕпе хĕрача вĕреннине ырламаççĕ) шута илсен, çакă питĕ тĕлĕнмелле.
Ислам çĕршывĕнче арçын пĕтĕм праваллă пулни, вĕсен çемйисем пирĕннисенчен çĕрпе пĕлĕт пекех уйрăлса тăни, хĕрарăмсем хăйсен питне тата кĕлеткине пĕтĕмпех хуплакан тум-тирпе çÿрени, хĕрачасемпе арçын ачасене уйрăммăн вĕрентни – Амира каласа панине ачасем тĕлĕнсе итлесе ларчĕç. Реми француз та, информатика енĕпе ăста специалист, вырăсла калаçма аван хăнăхса çитнĕ. Вĕренекенсен ыйтăвĕсене те куçаруçăсăрах çăмăллăнах хуравларĕ, француз чĕлхинчен вырăссем йышăннă сăмахсене те ачасемпе пĕрле аса илчĕ.
Вăрнарти 1-мĕш шкулта ют чĕлхесене вĕрентесси çÿллĕ шайра пулни ачасен лайăх пĕлĕвĕ çирĕплетсе пачĕ. Нумайăшĕ вĕсенчен хăнасемпе именмесĕрех акăлчанла калаçăва хутшăнчĕ, Йоханнеспа нимĕçле сăмахлакансем те пулчĕç.
Ачасем волонтерсем хăйсемпе тĕл пулма килĕшнĕшĕн савăннине пытармарĕç. Нумай çĕннине каласа панăшăн тав турĕç, вĕсемпе пуринпе те асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.
И.ЯКОВЛЕВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии