Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Малтан мала чĕнекен пирĕн тус вăл – кĕнеке

08:45 21 октября 2013 г.

Вăрнарта, тĕслĕхлĕ вулавăш центрĕнче, библиотекарьсене чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Петрович Комиссаров пухса калаçрĕ. Кĕнеке издательстви, хăйĕн 90 çулне паллă тунă май, курăмлă чылай çитĕнÿ тунă, регионсем хушшинче лидер шутланать. Пысăк пĕлтерĕшлĕ конкурссенче («Искусство книги», «Лучшая книга года», «Малая Родина», «Наше культурное наследие», «Книга года») 40 кĕнеке Дипломсене тивĕçлĕ пулнă. Издательство хăйĕн продукцине вырнаçтарма виçĕ магазин тытса тăрать.

Издательство – анлă профиллĕ предприяти: илемлĕ литературăна, ача-пăча кĕнекисене, наука, педагогика, тавра пĕлÿ ĕçĕсене, справочниксене чăвашла, вырăсла, акăлчанла тата ытти чĕлхепе нумай пичетлет, республика тулашĕнчи учрежденисене вĕрентÿпе методика литературипе тивĕçтерет. Чăваш литературин ылтăн çÿпçи пуянланса пырать, классиксен хайлавĕсене тулли томсемпе пухса кăларнă. «Чăваш енĕн паллă çыннисем» сери анлă сарăлчĕ. «Чăваш халăхĕн пултарулăхĕ», «Литература палăкĕсем», «Шкул библиотеки» серисем, энциклопедисем Раççее, тĕнчене саланаççĕ. Библиотекăсем, çав шутра ялтисем те, паха кĕнекесемпе, чăваш литературипе пуянланса пыраççĕ.

В.П.Комиссаров тĕп библиотекăна Акатуй уявне капăррăн-чаплăн ирттерме сĕнсе хатĕрленĕ илемлĕ сборник парнелерĕ.

В.МИХАЙЛОВ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика