08:42 21 октября 2013 г.
Следователь-криминалистсен службине туса хунăранпа 59 çул çитрĕ
СССР генпрокурорĕ Роман Руденко 1954 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Прокурор-криминалист ĕçĕ çинчен» хушăва алă пуснă. 2007 – 2011 çулсенче прокуратура органĕсене реформăласа следствие вĕсен тытăмĕнчен кăларнă, РФ Следстви комитетне туса хунă май прокурор-криминалистсен службинчен следователь-криминалистсен службине йĕркеленĕ. Анчах служба тивĕçĕ ĕлĕкхиех юлнă: преступленисене уçса пама пулăшасси, тĕпчев ĕçĕнче криминалистикăпа суд экспертизин çĕнĕ майĕсемпе усă курасси, следстви кадрĕсен професси шайне çĕклесси.
Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн тытăмĕнче те криминалистика пайĕ пур. Унта çиччĕн ĕçлеççĕ. Преступленисене уçса парассин кăтартăвĕсем криминалистсем ăнăçлă ĕçленине çирĕплетеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ кăçал Чăваш енре çын вĕлернĕ тĕслĕхсене уçса парасси 97 : танлашнă. Иртнĕ çулсенче пулнă преступленисене уçса парас енĕпе те çине тăрса ĕçлеççĕ. 2011 – 2013 çулсенче маларах пулнă, ун чух уçса парайман 133 преступленишĕн айăплисене тупса палăртнă. Çав шутра – çын вĕлернĕ 7, çын сывлăхне вилмеллех йывăр сиен кÿнĕ 3, хĕрарăмсене мăшкăлланă 3 тĕслĕх.
Çак ĕçре криминалистикăн çĕнĕ хатĕрĕсем, преступник хăварнă йĕрсене тупма пулăшакан çĕнĕ эксперт тĕпчевĕсем пысăк пулăшу кÿреççĕ. Калăпăр, следстви практикинче паян полиграфпа (ăна «суя детекторĕ» тесе те калаççĕ) усă курса ирттерекен психофизика тĕпчевĕсем анлă сарăлнă.
«Йăлана кĕнисемпе» пĕрлех следовательсем уголовлă ĕçсене тĕпченĕ чух генетика, одорологи (шăршă йĕрĕ) экспертизисемпе, çĕнĕ ытти мелпе те анлă усă кураççĕ. Калăпăр, панорама 3D видеоÿкерĕвĕ – унпа преступлени, инкек пулнă вырăна курăмлăрах тума май пур, çавна май хăйне евĕр «виртуаллă тур» йĕркелесе инкекĕн чăн калăпăшне хаклама пулать. Çĕрпÿ районĕнчи Туçи ялĕнчи нумай хваттерлĕ çуртра газ сирпĕннĕ вырăна тĕпченĕ май шăпах çак мелпе усă курнă.
Следстви управленине çĕнĕ криминалистика техники килсех тăрать. Çав шутра – UFED Touch комплекс, электрон хатĕрĕсенчи «çухатнă» информацие тавăрма май параканскер. Тата – эксперт çути, цианкрилат камери, вĕсем куçа курăнман япаласене те тупма май параççĕ. Шупашкарта 58 çулхи арçын хăйĕн дачинче икĕ çул хушши хĕр ачасене мăшкăлласа пурăннине шăпах UFED Touch комплекс пулăшнипе çирĕплетсе панă.
Следователь-криминалистсен айккинчен курăнман ĕçĕ чăннипех курăмлă та пĕлтерĕшлĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии