08:37 21 октября 2013 г.
Чăваш ен премьер-министрĕ Иван МОТОРИН REGNUM информаци агентствине интервью панă, унта вăл промышленноçпа экономикăри лару-тăру çинчен каласа кăтартнă, йăлари хытă каяшсен полигонĕн тата «Çĕнĕ хула» строительствисен хăвăртлăхне хакланă, çавăн пекех республикăри вăраха кайнă строительство объекчĕсен малашнехи шăпине палăртнă.
– Экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Улюкаев çĕршыв экономикинчи лару-тăру 2008 çулхи кризис хыççăн япăххине пĕлтерчĕ. Çавна май чĕртавар хатĕрлекен комплекс производстви ÿсмерĕ, туса кăларакан промышленность – минусра. Çĕршывăн экономика аталанăвĕн шайĕ пуçласа тĕнчери вăтам шайран пĕчĕкрех, ведомство лару-тăруран 2014 çулта еплерех тухмаллине курмасть. Эппин, ку Чăваш еншĕн япăх, мĕншĕн тесен пирĕн туса кăларакан промышленность кăна, пирĕн кăтартусем каллех ытларах чакĕç-и;
– Республикăра кăтартусем 2009 çулти пек палăрмаллах чакмĕç, ун чухне промышленность производстви 30 процента яхăн пĕчĕкленнĕччĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан 5 процентран ытла чакмасса палăртатăп. Çулталăк вĕçнелле пĕрремĕш кварталти «çухатăва» тултарасса, маларахри çул шайне çитерессе шанатăп. Ку, паллах, ĕç хăвăртлăхне шута илсе.
Промышленность производствин кăтартăвĕсем чакни иртнĕ çул вĕçĕнчех машинăсем тăвакан предприятисенчен хăшĕ-пĕри тавар туса кăларассине тата продукцие ăсатассине пĕчĕклетсен палăрма пуçларĕ. Ку уйрăмах вакун тата трактор техникин производствинче курăнчĕ: продукци хăй хакне кăлармарĕ. Сăмахран, пик вăхăтĕнче вакун хакĕ 2,3 млн тенкĕ тăнă пулсан, çур çул хушшинче 1,5 млн тенкĕ таран чакрĕ. Чылай проектсем банк инвестицийĕсене явăçтарнипе пурнăçланнине кура кредитсем тĕлĕшпе тата предприятисен ĕçĕ-хĕлĕнче йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Чылай енпе çакнашкал сулăну пулчĕ.
2013 çул хими промышленноçĕнче йывăрлăхсем хушрĕ, апат-çимĕç продукцийĕн производствинче те ыйтусем пулчĕç. Уйрăммăн илсен, вĕсем продкцие ăсатассипе тата чĕртавар хакланнипе çыхăннă.
– Нумайăшĕ паян экономика чакнине ВТО-на кĕнипе çыхăнтарать.
– Регионта çак процессене профессионаллă тĕпчеме йывăр, мĕншĕн тесен ВТО-на кĕнĕ чухнехи килĕшÿсемпе пурте паллашман. Кунсăр пуçне, пирĕн хальлĕхе ВТО ыйтăвĕсемпе ĕçлекен эксперт çук. Анчах та каламалла, юлашки çур çулта предприятисенчен çакнашкал процессене федераллă шайра татса пама чылай заявлени килчĕ. Тĕпрен илсен, вĕсем утилизацишĕн укçа-тенкĕ илнипе, çавăн пекех юлашки 3–4 çулта усă курнă техникăна кÿрсе килнипе, вĕсем хамăррăннисене, çĕннине, тĕксе кăларнипе çыхăннă. Кун çинчен, сăмахран, çурма прицепсем кăларакан «Çеçпĕлтех» çапла калаççĕ: предприяти Китай, Европа техникипе хакĕпе те, пахалăхĕпе те конкуренцие кĕме пултарать. Анчах та паян кивĕ, усă курнă прицепсен пайĕ, специалистсем палăртнă тăрăх, 70 процентпа танлашать! Хăрушă...
Оппонентсем апла эпир хальлĕхе ВТО-на кĕмен теме пултарĕç. Анчах та эпир чылай енпе нумай вăхăт хушши ВТО условийĕсемпе ĕçленĕ. Ун чухнех хăш-пĕр факторсем япăх лару-тăру пулассине пĕлтернĕ. Экономикăна тулашри тата шалти инвестици хастарлăхĕ чакни ура хучĕ, çавăн пекех ют çĕршыв продукцийĕсен тĕслĕхĕсем хамăр компанисемшĕн конкуренци пулса тăни те витĕм кÿчĕ. Кунта Раççей Правительствин производительсене çул кăтартма хÿтте кĕни кирлĕ пулмалла пек. Пире тата пирĕн предприятисене халĕ Раççей компанийĕсем енчен тăнăçлă, тĕреклĕ инвестици ыйтăвĕ кирлĕ. Тулашри рынок пирки, шел те, пирĕн предприятисем сахал шутлаççĕ.
– Маларах «Промтрактор-вагон» «тăна» кĕнине тата производствăна ÿстерсе пынине каланăччĕ. Иртнĕ çулхи калăпăша тултарнă-и;
– Укçа-тенкĕпе илсен, калăпăша тултарман. Каларăм ĕнтĕ, продукцин рентабельлĕхĕ чакнă. Пĕлтĕр продукцие 14 млрд тенкĕлĕх ăсатнă. Паян вакунсен уйăхри производстви пирки калаçатпăр. Харпăрлăхçăсем пĕлтернĕ тăрăх, август тата сентябрь уйăхĕсенче 400-шер вакун кăларнă. Çулталăк вĕçнелле ку цифрăна 500-е çитересшĕн.
– Чăваш енре трактор концернĕн тытăмĕнче тепĕр предприяти – Красноярскри комбайн завочĕ – уçăлмалла. Ĕçсем палăртнă пекех пыраççĕ-и;
– Çапла. Çитес çулталăк пуçламăшĕнче заводра конвейер пуçтарăвне ĕçлеттерсе ярĕç. Комбайнсем – пирĕншĕн çĕнĕ продукци, вăл Чăваш енре пурăнакансемшĕн те, çывăхри регионсемшĕн те кăсăклă пулĕ.
– Производство темине малалла тăсса. Пĕлнĕ тăрăх, республикăра лизин продукчĕн производствин проектне пурнăçа кĕртесшĕн. Çĕнĕ инвесторсем тупăннă-и;
– Чăнах та лизин производствин заводне тăвас текен инвесторсен ушкăнĕ пур. Кунран та ытла, ĕçсем пуçаруллă пыраççĕ, çулталăк вĕçнелле продукци валли сертификат илесшĕн. Ман шутпа, ку кирлĕ проект, ăна пурнăçа кĕртни регионăн инвестици имиджне çĕклĕ.
– Эсир апат-çимĕç производствин ыйтăвне çĕклерĕр ĕнтĕ. Ун кăтартăвĕсем чакни Çĕнĕ Шупашкарти «СанИнБев» сăра заводне хупнипе çыхăннă, ахăртнех. Вырăнти «Букет Чувашии» çак çухатăва тултарма пултарать-и;
– Вĕсем тĕрлĕ сăра кăлараççĕ, çавăнпа пĕр-пĕринпе хĕресленмеççĕ. «Букет Чувашии» сăра рынокĕнче хăйĕн вырăнне çĕнсе илет. Предприяти производство планĕсене ÿстересси пирки уççăн пĕлтерчĕ. Кун валли оборудовани туянас калаçусем иртнĕ ĕнтĕ. Производствăна тăватă çулта икĕ хÿт ÿстерме палăртаççĕ.
– Пĕлтерĕшлĕ проектсем татах пур, вĕсем экономика тĕлĕшĕнчен çеç мар, культура тата туризм сферине аталантарассипе пахалăхлă. 2015 çулта Чăваш ен çăмăл атлетика енĕпе команда чемпионатне йышăнать. Унта тĕп вырăнта – хăна çурчĕсемпе тивĕçтересси. Çав вăхăтрах нумай çул «Сувар» отеле туса пĕтересси пирки калаçаççĕ. Черетлĕ чемпионата Чăваш ен каллех вĕçне çитермен объектпа кĕтсе илĕ-и;
– Хамăр енчен эпир проекта пулăшнă, пулăшатпăр та. Анчах та кунта ыйтăвăн пысăк пайĕ хальхи инвестортан («Одис» компани) килет. Шел те, хальлĕхе ку инвесторпа никам та ĕçлеме кăмăл тумасть. Ытти инвесторсем те, банксем те. Çавăнпа та проект «шăннă» лару-тăрура. Хăна çурчĕсен комплексне илес пулсан, ытларах эпĕ урăх проекта шанатăп. «Волга» отель хуçисем «Первая площадка» районĕнче çитес çулхи иккĕмĕш çур çулта виçĕ çăлтăрлă хăна çурчĕ уçма кăмăл тунине пĕлтерчĕç.
– Лебедев ячĕллĕ лицей-интернат ыйтăвĕ патне таврăнар-ха. Ыйтăва – музыка училищин никĕсĕ çинче уçма – çулталăк яхăн каяллах татса панă пекчĕ. Пикетсем Мускава çитиех çитрĕç пулин те, ыйтусем пĕтмен-ха. Малтанхи проект – унчченхи çурт вырăнĕнчех тăвасси – патне таврăнмаллах пулмĕ-и;
– Мускавра пирĕн представительство умне митинга тухнă çынсем ыйтăва ăнланаççĕ, тата ăна татса парас ĕçе хутшăнаççĕ пулĕ тесе шанатăп. Халĕ çынсем хастар, кирек мĕнле ыйтупа та митинг йĕркелеме пултараççĕ.
Лицея илес пулсан, çак лару-тăру патне эпир 1990–2000 çулсенче йăнăш йышăнусем тунипе çитсе тухрăмăр. Малтан лицей республика балансĕ çинче пулнă, унтан саккун улшăннă хыççăн муниципалитета куçнă, халĕ вара ăна республика харпăрлăхне куçарас ыйту тăрать. Ăна тытса тăма укçа-тенкĕ çукки, тепĕр чухне ку ĕçпе ĕçлес теменни çурт «сăнĕ» çинче аван курăнать. Сăмахран, педколледжра чылай пÿлĕме реконструкцилес тĕлĕшпе ыйту çивĕч. Строительство техникумĕнче çуртăн пĕр пайне туса пĕтермен. Вĕрентÿ министерствин енĕпе пурлăх комплексĕсене йĕркене кĕртмелли списока тата тăсма пулать.
Лицейăн малтанхи вырăнĕ пирки проект та, укçа-тенкĕ енчен пулăшма çирĕплетни те çук. Унсăр пуçне, пурлăх комплексне республика çине куçарман, хăш-пĕр общежитире лицейпа пачах çыхăнман çынсем пурăнаççĕ, вĕсен зданийĕсене Шупашкар хулин муниципаллă çурт-йĕр фондне куçарас ыйту тăрать. Паянлăх ыйтăвĕсем хуравĕсенчен те ытларах.
Укçа-тенкĕ пирки калас пулсан, кивĕ çĕрте çĕнĕ комплекс çĕклеме сахалтан та 600 миллионран пуçласа 1 млрд тенкĕ таран кирлĕ. Регионшăн ку – «шăннă» объектсене тата экономикăри лару-тăрăва шута илсен çав тери сумлă сумма. Çавăнпа та малтанхи шухăш – пуçламăш тата вăтам музыка пĕлĕвне пĕрлештересси – тĕрĕсрех пулĕ. Республика бюджетĕнче ку çула проект валли укçа-тенкĕ пăхнă. Ăна çирĕплетсен Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине тата Лебедев лицейĕ валли çĕнĕ çуртсене реконструкцилеме пуçлĕç. Ку объектсем Шупашкарăн 550 çулхи уяв мероприятийĕсен планĕнче пур.
(Кĕскетсе пичетленĕ).
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии